12 декабря 2017 г.
Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетеççĕ. Çак тапхăрта çемье институтне çирĕплетес, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе сахал мар ĕç тунă, нумай тĕллев палăртнă.
Иртнĕ юнкун, раштавăн 6-мĕшĕнче, наци вулавăшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк çемьесемпе - регионти проектсене хутшăнакансемпе тата пуçаруллă яш-кĕрĕмпе - тĕл пулнă.
Верияловсен çемйи хăйсен ăнăçăвĕсем пирки каласа панă. Кăçал мăшăр "Пĕрлешỹ" çемьесен йăли-йĕркипе çыхăннă республика фестивалĕнче "Ĕçлеме юратакан чи лайăх çемье" номинацире мала тухнине пĕлтернĕ. Димăпа Анна студент пулнăранпах пĕрле пурăнаççĕ. Çакă та пурнăçри яваплă самант. Йăнăшсем тăвасран асăрханса, умри тĕллевсене тĕрĕс палăртса йĕркелеççĕ малашлăха. Çакăнта çамрăксене Центр та пулăшать.
- Аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Чăваш Енрен каяс шухăш пулман, мĕншĕн тесен пирĕн республикăра шăпах пурăнма, юратма, ĕçлеме, ачасене ỹстерме условисем пур, - тет Анна Вериялова.
Хастар çамрăксенчен нумайăшĕ хăйсен малаллахи пурнăçне республикăпах çыхăнтарма палăртаççĕ. Тĕлпулăва тăватă çемье хутшăннă, вĕсем пурте мăшăрĕсемпе ĕç отрячĕсенче паллашса хăйсен шăписене çыхăнтарнă.
- Эпĕ Чăваш Енре çуралнă, мана кунта питĕ килĕшет. Университетра мăшăрпа тĕл пултăм. Республика çамрăксене аталанма тата малалла кайма нумай пулăшать, - тесе шухăшлать И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Ирина Мартынова.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Раççей Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă çĕнĕ пуçарусене шута илсе ачасен интересĕсемшĕн Чăваш Енре тума палăртнă йышăнусем пирки каласа панă. Пĕрремĕш ача çуралсан укçан пулăшу пама, виççĕмĕш ача çуратсан е усрава илсен тỹлессине çĕнĕрен йĕркелессине, амăшĕн капиталне 2021 çулччен пама тăснине, çурт-йĕре лайăхлатма ипотека кредичĕн ставки пĕчĕкленессине пĕлтернĕ.
"Эсир - пирĕн тĕрев, мĕншĕн тесен патшалăх тĕрекĕ çирĕп çемьесенче", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕ иртсе пыракан çулăн юлашки уйăхĕнче "Ача амăшĕн мухтавĕ" Хисеплĕ паллă çирĕплетрĕ. Патшалăх награди ачасене воспитани парас тата çемьене çирĕплетес ĕçре амăшĕн рольне ỹстеретех. Ăна виçĕ е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ хĕрарăмсене парĕç. Унăн çăмăллăхĕсем те пулаççĕ. "Ĕç ветеранĕ" пекех уйăхсерен 1100 тенкĕ укçа илмелле тата абонемент çыхăнăвĕшĕн 50 процент сахалрах тỹлемелле пулĕ.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ кăмăллă. Çавах та çемьесене тĕреклетес енĕпе малалла та ĕçлемелле-ха.
Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН:
"Сăмах кунта çĕршыв малашлăхĕ çинчен пырать. Раççейре ачасем ытларах çуралччăр, вĕсен пурнăç условийĕ лайăхлантăр".
Источник: "Каçал Ен"