12 декабря 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă. Ун тулли текстне çав çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче "Российская газета" хаçатра пичетленĕ. Çавăнтанпа Конституци кунĕ Раççейĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕри пулса тăнă.
Конституци Раççейĕн пĕтĕм право тытăмĕн шăнăрĕ шутланать, вăл ытти саккунсен пĕлтерĕшĕпе содержанине палăртать. Пĕрремĕш Конституцие йышăннăранпа унта улшăнусем те кĕртнĕ. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Раççей Конституцийĕн сахалтан та икĕ политика кризисне тỹсме тивнĕ, вĕсенчен вăл чыслăн çĕнтерсе тухма пултарнă. Ун умĕн 1918 çулта йышăннă РСФСР Конституцийĕ, 1924 çулта йышăннă тата советсен çĕршывĕнче социализм çĕнтерĕвне çирĕплетнĕ СССР-ăн пĕрремĕш Конституцийĕ пулнă. Вĕсене 1937 çулхи Конституци тата 1977 çулхи Конституци (Совет Союзĕ арканичченех ĕçленĕ) улăштарнă.
Паянхи Конституци - Раççей патшалăхĕн демократиллĕ аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Вăл ырă пуçарусен декларацийĕ кăна мар, чăннипех те тỹррĕн ĕçлекен документ. Конституци кирек хăш çĕршыв çыннишĕн те - саккун, ăна кашнинех пĕлмелле. Саккунсене пĕлни тата вĕсемпе килĕшỹллĕн пурăнни - цивилизациллĕ пурнăçăн норми, ун пахалăхне ỹстерме пулăшакан тĕрев.
Хĕрлĕ сăран хуплашка çине кĕмĕлпе ỹкернĕ Раççей Гербĕллĕ тата ылтăнпа "Раççей Конституцийĕ" тесе çырнă "пĕрремĕш номерлĕ экземпляр" Кремльте çĕршыв пуçлăхĕн библиотекинче упранать.
Вунă çул ытла декабрĕн 12-мĕшĕ канмалли кун шутланнă. 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Патшалăх Думи РФ Ĕç Кодексне улшăну кĕртнĕ, саккунпа Конституци кунĕнче канассине пăрахăçланă.
Источник: "Каçал Ен"