АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхан! Суя укçа

08 декабря 2017 г.

Усал шухăшлисем суя укçа хатĕрлеме пуçлани пĕр ĕмĕр кăна мар, "ăстасем" кашни ĕмĕртех улталаççĕ. Паян суя банкнота мана лекмест тесе пиртен никам та шантарса калаймасть. Ултавçăсем çỹллĕ технологисемпе усă курса банкнотăсене питĕ ăста хатĕрлеме пуçланипе суяна хăш-пĕр банкра та уйăрса илейменнине шута илсен, пушшех те.

Тĕпрен илсен, суя укçа хатĕрлекенсене тупса палăртасси çине Чăваш Республикин ШĔМĕ яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна кура лавккасем яваплăрах, çынсем тимлĕрех пулма тытăнни те сисĕнет. Апла пулин те суя укçа пирĕн пурнăçра çав-çавах тĕл пулать-ха. Юлашки вăхăтра пушшех те. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра республикăра 1997 çулта тухнă 5000 тата 1000 тенкĕлĕх суя купюрăсем тĕл пулнă.

Ытларах вĕсемпе пасарсенче, автовокзалсенче, автозаправкăсенче, суту-илỹ точкисенче, укçа тĕрĕслемелли хатĕр тата видеосăнав çук çĕрте усă кураççĕ. Суя укçасене питĕ тĕплĕ янтăланă, çавăнпа вĕсене чăн укçаран уйăрма йывăр. Алăри укçана çутă çине тытса сăнаса пăхăр, иккĕленỹ çуралсан çакăн çинчен тỹрех полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр.

Суя укçасене уйăрса илмелли паллăсене аса илтеретпĕр:

- укçа хучĕ чăннипе килĕшсе тăманни (алăпа сăтăркаласа пăхăр);

- купюра çинчи вĕтĕ ỹкер-чĕксем пахалăхлă пулманни;

- икĕ хутран пĕрлештерсе сыпни (çакăн пекки час-часах уйрăлса каять);

- укçа хуçланнă, хытăрах сăтăрнă тĕлте сăрă хăйпăнни;

- хут çинчи микроперфораци шăтăкĕсем сăтăрса пăхсан яка пулманни (чăн укçан яка);

- куçа курăнман йĕрсен уйрăмлăхĕ пурри;

- шыв палли çутă çинче тĕттĕмрех курăнни.

Çавăнпа укçапа пĕрмаях ĕçлекен сутуçăсене, кассирсене питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Алла пысăк укçа килнĕ чух, уйрăмах каçхи е халăх йышлă пухăннă вăхăтсенче, сыхă пулăр, тавар туянаканăн сăнне астуса юлма тăрăшăр. Суя укçа салатакансене, туса кăларакансене асăрхасан тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмне 5-14-13 е 02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Р.ЗАЙНУЛЛИН,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика