08 декабря 2017 г.
Декабрĕн 9-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун. Коррупцие тĕп тăвас ыйтăва "çỹлтисем" час-часах хускатаççĕ. Шел те, патшалăх тытăмĕнче вăй хуракан хăш-пĕр чиновник, ертỹçĕ саккунра çырни çине алă сулать те хăйĕн кĕсйи пирки ытларах шухăшлать. Чăваш Республикинче çулсерен коррупципе çыхăннă вун-вун уголовлă ĕç пуçараççĕ.
РФ Следстви Комитечĕн республикăри управленийĕн следстви органĕсем кăçал коррупци сĕмĕллĕ 92 уголовлă ĕç пуçарнă, суда 31 уголовлă ĕç ярса панă, 34 çынна явап тыттармалла.
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ сферăра коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсем вăй илеççĕ. Пур ĕçе те саккун ыйтнă пек, йĕркипе тума тăрăшаççĕ пулин те, "усаллисем" тупăнсах тăраççĕ. Пирĕн обществăра пурте пĕрле тăрăшмасан нимĕнле усала та çĕнтерес çук, унпа пĕрлех коррупцие те. Коррупционерсем пирки вăхăтра следстви уйрăмне пĕлтерни пысăк вырăн йышăнать.
Следовательсем иртнĕ уйăхсенче ытларах коррупципе çыхăннă çак преступленисем тăрăх уголовлă ĕçсем пуçарнă: ултавшăн - 17, взятка илнĕшĕн - 9, ĕç вырăнĕпе усă курса саккуна пăснăшăн - 22, ĕç вырăнĕпе усă курса пурлăха е укçана ярса илнĕшĕн е салатнăшăн - 22, ĕç вырăнĕнче полномочисене ỹстернĕшĕн - 6 уголовлă ĕç.
Кăçал коррупцие пула суда янă ĕçсем тăрăх çеç патшалăхпа общество тỹснĕ тăкак 17,7 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Следовательсем çине тăрса ĕçлени 4 миллион тенке яхăн саплаштарма май панă. Çак категорири тăкаксене саплаштарас тĕллевпе следовательсен пурлăха - машинăсене, хваттерсене, çĕр участокĕсене, кил-çурта - арестлеме тивнĕ. Арестленĕ пурлăха 17,5 миллион тенкĕлĕх хакланă. Çавăнпа пĕрлех преступниксем çывăх çыннисем çине регистрациленĕ пурлăха та арестленĕ.
Коррупци, паллах, яланах пулнă. Анчах паян унпа шелсĕррĕн кĕрешмелле. Рынок аталаннă, бизнес вăй илнĕ май коррупци умĕнче çĕнĕ алăксем уçăлаççĕ. Взятка илни-панине пула явапсăрлăх тата хăйсене айăпсăр туясси аталанать. Коррупцие вăй илме бизнес та пулăшать - шăпах усламçăсем унăн çăлкуçĕ пулса тăраççĕ те. Çакăн йышши преступленисене влаç çыннисем тăтăшах тăваççĕ, хăйсен пурлăхне темшĕн вĕсем патшалăхăннипе пăтраштараççĕ. Взятка илесси çирĕп тĕрĕслев çитменнипе, айăплисене явап тыттарманнипе, явапсăрлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - коррупциллĕ преступленисене хирĕç кĕрешес ĕçе тата та вăйлатасси, айăплисене явап тыттарасси, саккуна пăснă, коррупциллĕ схемăсенче хăйсен ячĕсене вараланă чиновниксене тытма юрамасть текен мифсене пĕтересси.
Т. ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви Комитечĕн республикăри управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн следователĕн пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"