АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăх çынсен ячĕпе

08 декабря 2017 г.

Анне! Çак сăмаха кашниех хăйĕн пурнăçĕнче чи малтан калать. Мĕн чухлĕ сăвă, юрă, кĕнеке çырман пулĕ аннесем çинчен! Пурнăçри чи çывăх çын та анне.

Аннесен уявне пурте пĕрле пухăнса уявларăмăр. Анат Тимĕрчкассинче пурăнакансем-шĕн те анне кунĕ хаваслă иртрĕ. Ача садне çỹрекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Вĕсене Татьяна Плешкова хатĕрленĕ. Ялти ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Елизавета Сергеева Расул Гамзатовăн "Берегите матерей" сăввин сыпăкне чĕрене хускатмалла вуласа пачĕ. Анна Ежергина, 40 çул ытла хĕрарăмсен советне ертсе пынă учитель-пенсионер, А.Фадеев çырнă "Çамрăк гварди" романти Олег Кошевой амăшне аса илнĕ сăмахсене, З.Воскресенская çыравçăн "Амăшĕн чĕри" кĕнекинчи аннесене халалланă вилĕмсĕр сăмахсене аса илчĕ.

Клавдия Полякова, Александра Чернова пухăннисене илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Уява йĕркеленĕшĕн, пĕрле пухăнса калаçса ларма, савăнма майсем туса панăшăн Л.Филипповăна, Т.Морозовăна чĕререн тав тăватпăр.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика