АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ

08 декабря 2017 г.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре йышăну кунĕ иртет. Ăна кашни çулах йĕркеленин тĕллевĕ - патшалăхăн е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшасси, вĕсене уçăмлатасси.

Çавна май районта пурăнакансене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăнĕç. Вырăнтах татса пама май пур ыйтусене хуравсем парĕç, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра уçăмлатĕç.

Раççейĕпех йышăну кунĕ йĕркелесси йăлана кĕни - çав тери ырă пулăм, мĕншĕн тесессĕн влаç органĕсен представителĕсемпе курса калаçма, ыйтăва уçăмлатма, сỹтсе явса пĕр шухăш патне килсе тухма май пур.

Районта йышăну кунĕ мĕнле иртнĕ пирки, граждансене епле ыйтусем хумхантарнипе тĕплĕнрех çитес номерсенче паллаштарăпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика