08 декабря 2017 г.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов декабрĕн 5-мĕшĕнче Комсомольскинчи пушар хуралĕн тата пушар надзор уйрăмĕсен ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăннă.
Мероприяти вăхăтĕнче вĕсем районти уйрăмсен 2017 çулхи 11 уйăхри ĕç-хĕлне пăхса тухнă, "хĕрлĕ автан" ытларах мĕне пула "авăтнине" сỹтсе явнă. Хамăр пурăнакан территорисене пушартан хỹтĕлесси - кашнин тĕп тивĕçĕ. Çавна май ĕçченсем 2018 çулта пушара хирĕç тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Ларура хускатнă кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăну тунă.
(Районăн официаллă сайтĕнчен).
Источник: "Каçал Ен"