08 декабря 2017 г.
Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Пĕтĕм Раççейри "Доброволец России - 2017" премине тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă вăхăтра, 2018 çула Раççейре Доброволецсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
"Çакă çынсен умĕнче сирĕн тивĕçлĕ ĕçĕре хаклани пулĕ. Ахаль граждансене эсир çивĕч ыйтусене татса пама пулăшатăр, çĕршыв аталанăвне пысăк тỹпе хыватăр. Ку сирĕн çулталăк пулĕ, çĕршыври мĕнпур граждансен çулĕ, пысăк ыркăмăллăхăр - çаксем пĕтĕмпех Раççейĕн тĕп вăйĕ", - тенĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри волонтерсен форумĕнче пухăннисене саламланă май.
Палăртса хăваратпăр, Мускавра раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 6-мĕшĕччен доброволецсен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртнĕ. Вăл Раççейри волонтерсен пĕрлешĕвĕшĕн чи пысăк пулăмĕ пулса тăчĕ, асăннă форум мĕнпур çынсене - пуçаруллă яш-кĕрĕме, лидерсене, активлă тăрăшса ĕçлекенсене, обществăлла организацисене, тĕрлĕ обществăлла юхăмсене, "кĕмĕл" çултисене те пĕр чăмăра пухма пултарчĕ.
Форумăн кульминацийĕ Раççей шоу-бизнес çăлтăрĕсен хăватлă мероприятийĕ тата "Доброволец России - 2017" премийĕн çĕнтерỹçисене чыслани пулса тăнă.
Пĕтĕм Раççейри доброволецсен форумне Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă, вĕсем пĕтĕмпе 200 çын пулнă.
Источник: "Каçал Ен"