05 декабря 2017 г.
Декабрĕн 1-2-мĕшĕсенче "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсем хушшинче тĕнче кубокĕшĕн хĕрỹ тупăшусем иртнĕ. Тĕп парнене çĕнсе илессишĕн Раççей, Япони, Китай, АПШ, Монголи, Азербайджан, Швеци, Украина командисем 8 виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Финалта Японипе Китай командисем тупăшнă. Япони команди мала тухнă.
"Бронзăшăн" Монголипе АПШ командисем кĕрешнĕ. Ку тĕлпулура Монголи спортсменĕсем вăйлăрах пулнă.
Раççей команди 5-мĕш вырăн йышăннă. "Хĕрсене ку турнирта çăмăл килмерĕ. 4 тупăшуран 3-шĕнче çĕнтерчĕç пулин те, мала тухаймарĕç. Пирĕн команда çамрăк. Пурте пысăк турнирсене хутшăнман. Опыт сахал", - пĕлтернĕ командăн аслă тренерĕ Наталья Смирнова.
Источник: "Каçал Ен"