АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эс пурнăçра пĕччен мар

05 декабря 2017 г.

Раштавăн 3-мĕшĕ - Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Чăваш Республикинче 84800 сусăр çын пурăнать (районта - 2500 çын).

Пысăках мар регионăн мĕнпур йышĕн 7 проценчĕпе танлашать ку. Вĕсене социаллă пулăшу кỹрессипе Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствин 40-е яхăн учрежденийĕ тăрăшать. Сывлăх енчен хевтесĕррисене реабилитацилес, абилитацилес тĕллевпе чăннипех сахал мар вăй хураççĕ çавнашкал организацисен ĕçченĕсем. Кăçал кăна медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсем çак ĕçе мĕнлерех йĕркелесе пымаллине палăртса уйрăм сусăршăн юрăхлă 53 пин программа хатĕрленĕ.

Районти инвалидсен пурнăçĕпе паллашас, вĕсене тĕл пулса калаçма майсем туса парас тĕллеве пурнăçласа декабрĕн 1-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра "Эс пурнăçра пĕччен мар" ятпа çавра сĕтел йĕркелерĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева, 41-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Людмила Васильева, 15 номерлĕ бюро ертỹçи Валентина Васильева тата социаллă хỹтлĕх, ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Çавра сĕтелте тĕрлĕ ыйту сỹтсе яврĕç. Александр Осипов районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Инвалидсене мĕн канăçсăрлантарнине те ыйтса пĕлчĕ вăл. Сăмахран, вĕсем урамсенче çутă çителĕксĕр пулнипе кăмăлсăр. Тĕрлĕ учрежденисене илсе çитерекен çулсене вăхăтра тасатманни, вĕсем пăрлă пулни те пăшăрхантарать. Çавăн пекех район больницинче сипленме те ятарлă черет кĕтмелле иккен. Александр Николаевич пур ыйтăва та шута илме, вĕсене çитес вăхăтра татса пама шантарчĕ. Ыйтусем çине хурав пулатех.

Библиотека ĕçченĕсем пурнăçра сусăр çынсем маттур та пултаруллă пулнине, йывăрлăха çĕнтерсе малалла утнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Пирĕн районта пурăнакан сусăрсем те пуçа усмаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ фестиваль-конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илме те вăй-хал çитереççĕ.

Инвалидсем пĕрле пухăнса калаçнипе пĕрлех илемлĕ юрăсем итлесе киленчĕç. Александр Кокшин, Ольга Буслаева, Галинăпа Валерий Ванюркинсем вырăс, чăваш юррисене чуна пырса тивмелле шăрантарчĕç.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика