АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх темипе - хĕрỹ лини

05 декабря 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттерекен канашлусенче халăхпа уçă калаçусем йĕркелемеллине тăтăшах палăртать, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса памаллине аса илтерет.

Халăхпа ĕçлемелли меслетсене ла-йăхлатмашкăн паянхи кун çĕнĕ информаци технологийĕсем пулăшаççĕ. Регион ертỹçи хушнипе Чăваш Енре отрасльсен тỹрĕ линийĕсене йĕркелеме тытăнаççĕ. Министерство-ведомство представителĕсем онлайн режимĕнче граждансен ыйтăвĕсене хуравлĕç. Кăмăл пуррисем экспертсене тỹрĕ трансляци вăхăтĕнче 8(8352)56-50-60 номерпе шăнкăравласа е маларахах электронлă почта урлă ыйту пама пултараççĕ.

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енри Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн (ГКЧС) тỹрĕ линийĕ иртнĕ. Çынсен ыйтăвĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов тата пушарпа кĕрешекен службăн пуçлăхĕ Валерий Игнатьев хуравланă.

Тỹрĕ линие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пынă. Шăнкăравлакан сахал мар пулнă, çав шутрах - районсенче пурăнакансем те. Тỹрĕ линие хутшăнакансем республика территорийĕнче 112 тытăм мĕнле ĕçленине пĕлесшĕн пулнă, çак номерпе шăнкăравласа çитеймесен мĕн тумаллине ыйтнă. Сад юлташлăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассин темине çĕкленĕ. Çĕнĕ çул çывхарнă май унта та кунта пиротехника изделийĕсем сутма пуçланине пĕлтернĕ, ку енĕпе сутуçăсен еплерех яваплăх пулмаллипе интересленнĕ. Пăр урлă каçнă чухне мĕн асра тытмаллипе кăсăкланннă. "Пирĕн ял тăрăхне хăçан пушар машини парĕç-ши?", "Ялти ирĕклĕ пушар командине пĕтересшĕн, мĕн тумалла-ши?" - электронлă почтăпа килнĕ ыйтусем те тĕрлĕ енлĕ.

Çакнашкал тỹрĕ линисене малашне те йĕркелĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика