05 декабря 2017 г.
Чăваш Ен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăнчĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ çĕкленỹллĕ кăмăлпа вĕçленет. Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври демографи политикине лайăхлатас тĕллевпе ултă çул-йĕр палăртрĕ. Чăваш Ен ертỹçисем Президент каланисене хăйсен хушăвĕсемпе те пуянлатрĕç.
Ашшĕ-амăшне, паллах, ачана пăхса çитĕнтерес, воспитани, пĕлỹ парас ыйту канăçсăрлантарать. Урăхла каласан, пепкен пуласлăхĕ хумхантарать. Çак вăхăтра укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни вĕсемшĕн пысăк тĕрев пулĕ.
Асăннă ыйтусем çĕршыв, республика ертỹçисемшĕн те ют маррине вĕсем çак проблемăсене татса парас тĕлĕшпе юлашки вăхăтра витĕмлĕ йышăнусем туни уйрăмах лайăх çирĕплетет. Владимир Путин пуçарусемпе тухнипе пĕрлех вĕсене пурнăçлама хушусем пачĕ.
Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршыври 60 регион çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн е усрава илнĕшĕн федераци центрĕнчен уйăхсерен укçа-тенкĕ илсе тăрĕ. Вĕсен йышне Чăваш Ен те кĕнĕ. Маларах республика ертỹçисем тĕп хуламăрта ача çуратаслăх коэффициентне пăхса тухас ыйтупа пĕрре мар тухнă пулнă. Çапла вара Раççей Правительстви пирĕн проблемăна тивĕçлипе татса панă.
Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ çеç мар, çемьере пĕрремĕш ача çуратакансем те уйăхсерен укçан пулăшу илсе тăрĕç. Адреслă тỹлеве панă чухне çемье тупăшне шута илĕç. Малтанхи хаклавсем тăрăх, пулăшăва çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 30 пин тенкĕрен иртмесен тивĕçĕç. Пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан уйăхсерен тỹлекен пособие республикăри 4500 çемье илсе тăрĕ.
Çурт-йĕр ыйтăвĕ - çамрăксемшĕн яланах чи çивĕччисенчен пĕри. Владимир Путин ку ыйтăва çăмăллатас тĕлĕшпе ятарлă ипотека программине ĕçе кĕртме сĕннĕ. Çитес çул иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратакансене ипотека кредичĕн процентне саплаштарма субсиди уйăрĕç. Çакă вара строительсене те тулли хăватпа ĕçлеме майсем туса парĕ. Раççей Президенчĕ амăшĕн капиталне тỹлессине тата тăватă çула тăсма йышăннă. Асăннă ыйту çынсене унчченех хумхантаратчĕ-ха. Халĕ ку енĕпе те уçăмлăх пур. 2021 çулччен тăснă программăна çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ.
Президент палăртнă тепĕр тĕллев вăл - ачасене икĕ уйăхранах яслисене вырнаçтармалли майсем туса парасси. Çапла ашшĕ-амăшĕ ĕçе иртерех тухайĕ. Владимир Путин ку енĕпе икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çулчченхи пепкесен яслийĕсенче черете пĕтермеллех тесе палăртнă.
Çавăн пекех тата Президент хушăвĕпе килĕшỹллĕн ача-пăча больницисене реконструкцилес, хальхи шайри перинаталь центрĕсем тăвассипе пысăк программа ĕçлеме пикенĕ.
Чăваш Ен ертỹçисем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕсене ырласа йышăннипе пĕрлех ача çуратакансене хавхалантарас тĕлĕшпе хушма йышăнусем тунине те палăртма кăмăллă. Акă, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемьесенчи 2017 çулта тата каярах çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа укçа тỹлесси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Пулăшупа 1300 çемье усă курĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн резерв фондĕнчен 25 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.
2021 çулччен регион шайĕнче амăшĕн капиталне парассине тăсни те савăнтарать. Çакнашкал йышăнусем, паллах, çамрăксемшĕн ыранхи кунра шанăç çуратаççĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин Ачалăх вунăçуллăхĕ тесе пĕлтернĕ тапхăрта тавралăх ача-пăчан хаваслă куллипе тата чуна уçакан калаçăвĕпе савăнтарасса шансах тăратпăр.
РФ Президенчĕ Владимир ПУТИН: "Ача çуратас лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе 2018 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Раççей çемйисене хавхалантарас тĕлĕшпе çĕнĕ йышăнусем ĕçе кĕртме пикенмелле. Пĕрремĕшĕ - çемьере пĕрремĕш ача çуратнăшăн пепки çулталăк çурă тултариччен ашшĕ-амăшне уйăхсерен укçа тỹлесе тăмалла".
ХАКЛАВ
Светлана УЛЬДИНА, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн çĕршыври демографи политикине лайăхлатассине калакан реформăна савăнса йышăнтăмăр. Çакăншăн районта пурăнакан кашни çемье, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен кашни мăшăр хĕпĕртерĕ, савăнчĕ тесе шутлатăп. Пĕрремĕш ачашăнах 1,5 çула çитиччен тỹлекен укçа хальхи вăхăтра кашни çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ. Амăшĕн капиталне 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченех тăсма палăртни те Кĕтне тăрăхĕнчи демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, çемье тĕрекне ỹстерме пулăшĕ. Çирĕп те шанчăклă çемье пулсан вара пирĕн çĕршыв та çирĕп пулĕ, малалла вăйлă аталанĕ. Çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕ уйрăмах çамрăксемшĕн пурнăç условине йĕркелеме, малашлăха планлама пулăшĕ. Çывăх вăхăтра нумай ачаллă çемьесен йышĕ тата ỹсессе шанас килет.
Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 206 пепке çуралнă. Вĕсенчен пĕрремĕш ачана алла илнисем - 85, виççĕмĕшне çуратнисем 70 мăшăр.
Источник: "Каçал Ен"