01 декабря 2017 г.
Район сăн-сăпачĕ çулран-çул хитреленсе, çĕнелсе пыни - ку тăрăхра пурăнакан тата ĕçлекен çынсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхне палăртакан ырă пулăм. Çакăн евĕр хастарсемпе Каçал тăрăхĕ питĕ пуян. Вĕсен шутне "ТАН" суту-илỹ çурчĕн ертỹçисене Мингазым Шарафутдиновпа Равил Калакова та кĕртес килет.
Вĕсем, икĕ юлташ, 2003 çулта "ТАН" ял хуçалăх потребителĕсен кредит кооперативĕ йĕркеленĕ. Малтанах хуçалăхсене аталантарас ĕмĕт-тĕллевлĕ район çыннисене вĕсем вăхăтлăха укçан парса тăнă, çав вăхăтрах çынсен пурнăçĕпе пурлăхне те страхланă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн мал ĕмĕтлĕ хуçасем, 2012 çулта, Совет Союзĕн Геройĕ Иван Кабалин ячĕллĕ микрорайонта "ТАН" суту-илỹ çурчĕ хута яраççĕ. "ТАН" лавккана Урмаел-Комсомольски автоçулпа çỹрекенсем кăна мар, кил-çурта тĕпрен юсас кăмăллисем те, çĕнĕрен хуралтă çĕклекенсем те питĕ аван пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен асăннă суту-илỹ çуртĕнче тем тĕрлĕ строительство материалĕ те тупса туянма пулать.
- Сăмахран, стена çине çыпăçтармалли обойран пуçласа саморезсем таранах пур пирĕн магазинта. Пахалăхлă тавар туянма кỹршĕ районсемпе юнашарти Тутарстан Республикинчен те час-часах килсе çỹреççĕ, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Равил Калаков директор. - Транспорт енчен илес пулсан, эпир хамăр патăмăрта тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин пурнăçламашкăн тăрăшатпăр. Енчен те вĕсен туяннă тавара килĕсене илсе çитерме автотранспорт çук-тăк, тархасшăн... Кил умнех çитерсе паратпăр, - терĕç кунти сутуçăсем. Паллах, 3 хутлă магазинта ĕçлекен те сахалах мар кирлĕ. Районта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем туса панă. Сăмах май каласан, суту-илỹ çуртĕнче хальхи вăхăтра 10 çын тăрăшать. Ĕçĕпе кăмăллă вĕсем: "Налука вăхăтра куçараççĕ, ĕç укçине икĕ хутчен параççĕ - аванс тата шалу", - теççĕ. Кабалин микрорайонĕнче пурăнакансен шухăш-сĕнĕвĕсене шута илсе нумаях пулмасть ертỹçĕсем апат-çимĕç сутмалли лавкка хута ячĕç. Юнашарах - чечек лавкки. - Çанă тавăрса ĕçлесен пурте пулать. Ỹркенмелле мар кăна,-терĕç вĕсем сывпуллашнă май.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"