АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕ - çирĕп, хăй -пултаруллă

01 декабря 2017 г.

Ырă курма çуралатпăр тетпĕр пулин те, шăпа тени кашнин тĕрлĕрен. Пурнăç пĕрне пуянлăхпа, иккĕ-мĕшне чир-чĕр урлă тĕрĕслет. Хушăран вăл, чăнах та, чылай ыраттармалла "çыртать", апла пулин те уншăн пит хурланмах кирлĕ мар, мĕншĕн тесен çумăр хыççăн яланах хĕвел тухать. Ачаран пурнăç хыттине туйса ỹсекен çынсем те пирĕн хушăмăрта сахал мар, чылай чухне вĕсен чун çирĕплĕхĕпе талантĕнчен тĕлĕнетĕн те. Тăпăл-тăпăл кирпĕч çурт. Пỹрт алăкне уçсанах тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе çыхнă кавирсемпе минтерсем куç умне лекеççĕ, йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать. Пỹртри чỹречесем, стенка çинче - çыхнă чечексем.

- Алă ĕçне кăмăллатăп, алсиш-нуски çыхатăп. Эрешлетсен вĕсем ăшă çеç мар, хитререх те, çавăнпа та хам çыхакан япаласене чечексемпе илемлететĕп, - тет 16 çулхи Кристина Шербустанова. Кристина Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çулĕсене кура мар вăл, питĕ пултаруллă. Калаçнă май хĕрача çирĕп характерлă пулни те сисĕнет. Хĕвел евĕр çутăскер, ыттисене сăпайлăхĕпе, чун тасалăхĕпе тыткăнлать.

- Тăван ялăмри вăтам шкулта тĕп пĕлỹ илтĕм. Класри ачасем ман пирки манманни чĕререн савăнтарать, - тет вăл ăшшăн йăл кулса. Чире никам та ыйтса илмест, вăл çыпăçасса та никам кĕтмест. Надьăпа Герольд Шербустановсен - 3 тĕпренчĕк. Вăтам хĕрĕ, Юля, 8-мĕш класра ăс пухать, кĕçĕнни вара, Женя, 5 çулта кăна-ха. Арçын ача Хирти Мăнтăр ялĕнчи садике çỹрет. Кил хуçи хĕрарăмĕ ялта почтальонра тăрăшать, кашни кун хаçат-журнал, çыру валеçет. Кристинăпа асламăшĕ, Лидия Васильевна, вара яланах килте. Пĕчĕк чухнех операци витĕр тухнăскер, хĕрача коляскăпа çỹрет, апла пулин те пуç усса ахаль лармасть.

- Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала, тенешкел, вăхăта усăллă ирттеретĕп, çыхатăп, ỹкерчĕксем тăватăп, тĕрлĕрен конкурссене те хутшăнатăп, - терĕ Кристина сăмаха малалла тăсса. - Хушăран социаллă сетьсенче те ларкалатăп. Çыхмалли схемăсене те чылай чухне Интернетрах тупатăп, вара вĕсене асаннепе иксĕмĕр вĕренетпĕр. Конкурс тенĕрен, хĕрачан грамотăсемпе Тав хучĕсем темĕн чухлех. Кристинăна вĕсене шкул, район шайĕнчи мероприятисене хутшăнса мала тухнишĕн парса чысланă. Унсăр пуçне вăл 2014 çулта Пĕтĕм Раççейĕпе çамрăксем хушшинче иртнĕ "Краски Востока: дети России рисуют Турцию" конкурса хутшăнса малти вырăна тивĕçнĕ. - Ĕмĕт-тĕллевĕ чылай Кристинăн. Кăçал урамра асфальт çул сарчĕç. Паллах, çак çулшăн хĕрĕм питĕ савăнчĕ, ара, ытти урамсене те çитсе курма май пур-çке тинех. Коляскăпа пулсан та, мана пулăшма тăрăшать, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте те пултарнă таран ĕçлет. Тавтапуçах патшалăха, районти социаллă хỹтлĕх пайĕ коляска кỹрсе пачĕ, кирлĕ ытти хатĕрпе те вăлах тивĕçтерет, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ, куççульне вăрттăн шăлса. Тепĕр чухне сывă, тĕрĕс-тĕкел ỹт-пỹллĕ çынсемех йывăрлăхра хуçăлаççĕ. Кристина вара чăрмавсенчен хăрамасăр малаллах талпăнать.Чăннипех çирĕп чунлă вăл. А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика