АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрра-ташша кăммăлакан хĕрарăм

01 декабря 2017 г.

Çак кунсенче Анат Тимĕрчкасси ял библиотекинче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Александра Филипповна Чернован пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Александра Филипповна шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹ хулине культура училищине çул тытнă. Аллине диплом илсен тăван ялта клуб заведующийĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Михаил Ананьевичпа, пилĕк ача çитĕнтернĕ.

1981 çулта хастар ĕçчене "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ятпа чысланă. Вăхăт нумай иртмен, Черновсен çемйи Волгоград облаçне куçса кайнă. Александра Филипповна унта та юратнă ĕçне пăрахман. Вăл "Хуторянка" ансамбль йĕркеленĕ. "Зажигай" эстрада ушкăнне ертсе пынă, "Шалунишка" ушкăн пуçтарнă.

Анчах инкек куçа курăнса килмест, пĕччен те çỹремест, теççĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ачине ĕмĕрлĕхех çухатнă хĕрарăм. Ытла та йывăр хуйхă, ăна чăтса ирттерме çирĕп вăй-хал кирлĕ. Пурнăç çулĕ Александра Филипповнăна кăçал тăван яла илсе çитернĕ. Вăл - ялти библиотека çумĕнчи "Шанчăк" клубĕн ушкăнĕн членĕ. Юратнă юрăсем вăй-хал параççĕ çирĕп, чăтăмлă, кăмăллă хĕрарăма.

Пултарулăх каçĕнче Александра Филипповна пухăннисене вырăс, казак, чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. "Ан чирле, ан ватăл нихăçан, Пул хаваслă, кăмăллă ялан, Эс пурри пире савăнтарать, Пурăнма татах вăй-хал парать, Тав сана пуриншĕн чунтанах, Эсĕ хаклă кĕмĕл-ылтăнран", - çак сăмахсемпе вĕçлерĕмĕр хамăр тĕлпулăва. Тукай ял тăрăхĕн сайтĕнчен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика