24 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Анне кунне паллă тăватпăр. Чи хаклă та çывăх çыннăмăрсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Шăпах хаклă çынсен ячĕпе ноябрĕн 21-мĕшĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче "Кил ăшши эс, асанне" конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансене, пухăннисене районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Валентина Курицына, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова ăшшăн саламларĕç, маттур хĕрарăмсене ĕçри ỹсĕмсемшĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Конкурса 50-60 çулсенчи асанне-кукамайсем хутшăнчĕç. Вĕсем - Елена Авиковна Маштанова (Асанкасси), Елена Ивановна Дюкина (Йỹç Шăхаль), Зинаида Васильевна Киргизова (Тăманлă Выçли), Фаина Вениаминовна Кополухина (Вăрманхĕрри Чурачăк), Елена Флегентовна Васильева (Тĕвенеш), Елена Васильевна Лукиянова (Аслă Чурачăк), Зоя Петровна Журавлева (Хирти Мăнтăр) - тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Асаннесем юрра-ташша та ăста, апат-çимĕç пĕçерессинче те маттур. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, çакна сцена çинче те çирĕплетсе пачĕç.
Жюри членĕсем кашни асанне-кукамай маттур пулнине палăртса хăварчĕç. Зоя Журавлева - "Тăрăшуллă асанне", Фаина Кополухина - "Сăпайлă асанне", Елена Лукиянова - "Хастар асанне", Зинаида Киргизова - "Хаваслă асанне", Елена Дюкина - "Çепĕç кукамай", Елена Маштанова - "Асанне-юрăç", Елена Васильева "Тутлă апат пĕçерекен асанне" ята тивĕçрĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"