21 ноября 2017 г.
2017 çулхи ноябрĕн 17-мĕ-шĕнче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсенче полицин участокри уполномоченнăйĕсен службине туса хунăранпа 94 çул çитрĕ. Районти полици ĕçĕнче участокри уполномоченнăйсем преступленисене уçса парас, административлă право йĕркине пăхăнманнисене тупса палăртас, халăхпа тĕрлĕрен профилактика ĕçĕ ирттерес, вырăнта лăпкă пурнăçа тытса тăрас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Паян пирĕн районта участокри 10 уполномоченнăй ĕçлет. Хальхи вăхăтра вĕсен ĕçне полици майорĕ Сергей Прохоров йĕркелесе пырать. Ку тĕлĕшпе унăн ĕç опычĕ çителĕклĕ. Йĕрке хуралĕнче вăл 2004 çултанпа тăрăшать. Çак тапхăрта вăл хăйне яланах лайăх енĕпе çеç кăтартнă. Участковăйсенчен ĕç опычĕпе чи пуянни вара - Андрей Марин. Хăй çуралса ỹснĕ Комсомольски тăрăхĕнче пĕр улшăнмасăр вăл тăхăр çул ĕçлет, ĕçне çỹлти шайра туса пырать.
Хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçлакан участковăйсем татах та пур. Алексей Соловьев, Александр Владимиров, Николай Мефодьев, Ильнур Гайнетдинов, Рефис Ибетов уполномоченнăйсен ĕçĕсемпе ял халăхĕ те кăмăллă. Вĕсем тăрăшнипе районти шалти ĕçсен пайĕ 10 уйăхра 124 уголовлă ĕçе тишкернĕ.
- Йĕркене пăснисенчен чылайăшĕ киревсĕр ĕçе ỹсĕрле тунă. Шел пулин те, малтан преступлени тунисем çак çултан пурте пăрăнаймаççĕ, çакăн евĕр ĕçсен шучĕ кăçалхи 10 уйăхра 55-пе танлашать. Полици ĕçченĕсем тăрăшнипе йĕркене пăсакансен шучĕ чакса пырать, анчах та ку пулăм пирĕн алă усса лармаллине пĕлтермест. Халăхăн тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕ яланах пирĕншĕн малти вырăнта, - терĕ полици майорĕ Сергей Прохоров.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"