21 ноября 2017 г.
Иртнĕ эрнере Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература олимпиадин районти тапхăрĕ иртрĕ.
Тупăшăва 150 ача хутшăнчĕ. 7-11-мĕш классенче вĕренекенсен чĕлхе тата литература ыйтăвĕсем çине хуравламалла пулчĕ. Жюри кашни ỹсĕмри ачан ĕçне тĕрĕслесе пултаруллисене палăртрĕ. 9 вĕренекен çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем: Татьяна Гордеева (8-мĕш класс), Людмила Сумзина (9-мĕш класс), Эльза Кузнецова (10-мĕш класс), Мария Моторина (11-мĕш "а" класс), Вероника Ефремова (Шурут вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс), Виолетта Долгова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ, 8-мĕш класс), Ангелина Константинова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ, 8-мĕш класс), Анастасия Максимова (Нĕркеç вăтам шкулĕ, 10-мĕш класс), Алиса Голубева (Шурут вăтам шкулĕ, 7-мĕш класс) та - пултаруллăскерсем. Призерсен йышĕнче - 32 ача. Вĕренекенсене ертсе пыракансем - Л.Н.Тарасова, С.Г. Индюкова Л.П.Абрамова, Л.И.Никифорова, Н.И.Плеткина.
Маттур вĕренекенсене тата педагогсене республика шайĕнчи олимпиадăра шкул, район чысне хỹтĕлеме ăнăçу сунатпăр!
С.ИНДЮКОВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"