АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!

21 ноября 2017 г.

Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, ноябрĕн 13- 23-мĕшĕсенче "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!" акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ - наркотик тата психоактивлă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пỹлесси. Вунăкунлăх вăхăтĕнче республикăра наркомани ыйтăвĕпе профилактика ĕçĕсем иртеççĕ, наркотикпе "туслашма" ĕлкĕрнисене сывалма пулăшасси те - малти вырăнтах.

Акци вăхăтĕнче район территорийĕнче пурăнакансем шанăç телефонĕсем çине 8(8352)58-33-33 номерпе ЧР ШĔМĕн Наркотĕрĕслев управленине, 5-14-17 номерпе муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăма, 5-12-02 номерпе шăнкăравласа наркотиксемпе ăçта усă курни тата ăна ăçта сутни çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пулать. Çавăнпа пĕрлех Комсомольски тĕп больницин врач-наркологĕ Л.Ярышева патне çитсе е 5-24-37 номерпе шăнкăравласа консультаци тата квалификациллĕ пулăшу илме те май пур. Йĕрке хуралçисем çынсем хастар пуласса, вилĕме ăçта сутнине пĕлтерессе шанаççĕ.

И.АВДЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика