21 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче, эрнекун, районта "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕ иртет. Çак вăхăтра инспекторсем рейд йĕркелеççĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Çуран çỹрекенсемпе водительсене йĕркене пăснăшăн административлă майпа айăплаççĕ, штрафлаççĕ. Штраф - 1500-2500 тенкĕ. Районта çуран çỹрекенсем çул урлă каçнă чухне правилăсене пăхăнман тата водительсем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсен шучĕ ỹснĕ. Çула тухсан тимлĕ пул, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăн.
Р.ЗАКИРОВА,
районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"