17 ноября 2017 г.
Кĕркуннехи каникул çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш кану вăхăчĕ темелле. Икĕ уйăхра ачасен çуллахи каникул тапхăрĕнче пухнă вăй-халĕ те иксĕлмен, апла пулин те вĕренекенсем çак канăва темрен ытла кĕтеççĕ.
Çул çитмен çамрăксен канăвне усăллă йĕркелесси вара районти вĕренỹ пайĕпе ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи тивĕçĕ темелле. Çакна тĕпе хурса çулсеренех шкул ачисене каникул вăхăтĕнче хула тулашĕнчи лагерьсенче канма пĕтĕм услови туса паратпăр. Сăмахран, кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче, ноябрĕн 3-10-мĕшĕсенче, Асанкасси, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Хирти Мăнтăр, Урмаел вăтам шкулĕсенче пĕлỹ илекен 33 ача "Жемчужина Чувашии" лагерьте сывлăхне çирĕплетме пултарчĕ. Канакансем хушшинче тĕрлĕ категорири ачасем пулнине палăртмалла. Путевка хакĕ пĕтĕмĕшле 6000 тенкĕ тăнă пулсан, ашшĕ-амăшĕ çемье тупăшне кура унăн 20 е 50 процентне çеç тỹленĕ. 22 путевка 1200, 11-ĕшĕ 3000 тенке ларнă.
2017 çулта шкул ачисене хула тулашĕнчи лагерьсенче канма районта пурĕ 895 пин те 840 тенкĕ уйăрнăччĕ. Вĕсене пĕтĕмĕшпех ачасен канăвĕ çине янă. Акă, хĕллехи тата çуркуннехи каникул вăхăтĕнче 229,320 пин тенкĕ, çуллахи кану валли 526572 тенкине тăкакланă. Хĕллехи каникул кунĕсенче районти ачасен "Жемчужина Чувашии" тата "Белые камни" лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетме май пулĕ.
Т.ИГНАТЬЕВА,
районти вĕренỹ пайĕн методисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"