17 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕ - ачасене право пулăшăвĕ памалли кун. Çавна май районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Вăтам шкулсенче тĕл пулусем иртеççĕ. Право хуралĕн ĕçченĕсем ачасен интересĕсене, прависене хỹтĕлес ыйтусене те уçăмлатаççĕ.
- Ачасен хăйсен прависене лайăх пĕлмелле, пĕр-пĕрне хисеплемелле, саккуна пăхăнса пурăнмалла. Çавна май ачасемпе право кунĕ йĕркеленин усси пурах. Асăннă кун эпĕ кашни çулах вăтам шкул вĕренекенĕсемпе тĕл пулатăп, уçă урока хутшăнатăп, - терĕ Любовь Степанова нотариус.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"