17 ноября 2017 г.
"Телефон терроризмĕшĕн" 10 çул таранччен ирĕклĕхсĕр хăварма сĕннĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем çитес вăхăтра телефонпа шăнкăравласа терроризм çинчен пĕлтерекенсем тĕлĕшпе уголовлă яваплăха хытарасшăн. Саккунлăх тата патшалăх строительствин комитечĕн пуçлăхĕ Павел Крашенинников çакна пурнăçлама саккун проекчĕсем хатĕрленĕ.
- Телефонпа шăнкăравласа терроризм акчĕ çинчен суйса пĕлтернĕшĕн уголовлă яваплăха çирĕплетме сĕнетпĕр, - пĕлтереççĕ пресс-службăран.
Сăмах РФ Уголовлă Кодексĕн 207-мĕш тата РФ Уголовлă-процессуаллă Кодексĕн 151-мĕш cтатйисене улшăнусем кĕртесси пирки пырать.
Крашенинников çакна палăртать: террорла ĕç, çунтарса ярасси çинчен, пĕтĕмĕшле каласан çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан суя хыпарпа шăнкăравлакансен явап тытмалла. Сăмахран, телефонпа шăнкăравласа террорла акт пуласса суйса каланăшăн 8-10 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма сĕнеççĕ. Çавăн пекех Павел Крашенинников 1 млн тенкĕлĕх тăкак кỹнĕшĕн те яваплăха ỹстерме, 3-5 çул таран ирĕксĕр хăварма сĕнет. Паянхи куна "телефон террорĕшĕн" 5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ.
Саккун проекчĕсене "телефон теракчĕсен" çулне пỹлес тĕллевпе хатĕрленĕ. Мĕншĕн тесен кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Раççейри тĕрлĕ хуласенче - Мускавра, Екатеринбургра, Челябинскра, Пермьре, Омскра, Новосибирскра, Владивостокра, Красноярскра, Норильскра, Брянскра, Ставропольте - теракт пулать тесе пĕлтернĕ. Çавна май шкулсенчи, больницăсенчи, суту-илỹ центрĕсенчи, хăна çурчĕсенчи, транспорт объекчĕсенчи çынсене эвакуацилеме тивнĕ. Сăмахран, Мускавра çеç 30 объектри çынсене эвакуациленĕ. Сентябрĕн 11-25-мĕшĕсенче Раççейре вара пĕтĕмĕшле 450 пин çынна эвакуацилеме тивнĕ.
Паянхи куна саккун проектне РФ Правительствине тата Верховнăй суда янă.
Источник: "Каçал Ен"