АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаел сала статусне тавăрчĕ

17 ноября 2017 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче Комсомольски районĕнчи Урмаел ялне сала статусне парассине пăхса тухнă. Унччен вăл сала пулнă-мĕн, кайран темшĕн ял туса хунă. Унта вара паян 362 ытла çын пурăнать, шкул, садик, виçĕ мечĕт... Ял çыннисем те - сала статусне тавăрасшĕн.

Кияметдин Мифтахутдинов депутат трибуна умне тухсах хăйĕн паспортне кăтартнă: салара çуралнă иккен, халь вара ялта пурăнать... Петр Краснов депутат вара республикăри топонимикăпа çыхăннă йĕркесĕрлĕх пирки сăмах пуçарнă. "Нумай ялăн чăвашла, тутарла илемлĕ ячĕсене вырăсла пачах та "Пĕр сасăллă" куçарман, киревсĕр илтĕнекеннисем те пур. Çакă Кĕтерне патша вăхăтĕнчех пуçланнă", - тенĕ вăл. Ял-сала статусĕсене палăртмалли критерисене те çирĕплетмелле. Унăн шучĕпе, "Урмаеле сала статусне пани - халиччен пулман прецедент, ку йĕркеллĕ пулăм". Депутатсем пĕр сасăллă пулнă - салашăн сасăланă.

("ХЫПАР").

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика