АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп Федераци инспекторĕ - районта

17 ноября 2017 г.

РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн М.Бабичăн хушăвĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп Федераци инспекторĕ Геннадий Федоров районта ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл коррупцие хирĕçле ĕçлекен Советăн ĕçне йĕркелесси пирки ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Канашлăва район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов, Чăваш Республикин тата Комсомольски районĕн прокуратурисен, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн, РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьелти районсем хушшинчи следстви пайĕн, Федераллă налук службин Чăваш Енри районсем хушшинчи инспекцийĕн представителĕсем хутшăннă.

Унта коррупцие хирĕç кĕрешекен комисси ĕç-хĕлĕпе паллашнă, ăна пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва хутшăннисем район бюджетне йĕркелес тата финанс ресурсĕсене пайланă, тавар туяннă чухне саккуна пăхăнасси çинче уйрăммăн чарăннă. Çав вăхăтрах районти пĕтĕм организаципе учреждени коррупцие хирĕç кĕрешекен мероприятисене туллин пурнăçласа пынине асăннă.

Геннадий Федоров инспектор прокуратура ĕçченĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕслесех тăма каланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика