14 ноября 2017 г.
- Футбол юратакан урине, шашкăна хисеплекен вара интеллектне аталантарать, - тет спорт ветеранĕ Василий Пундяков. Василий Иванович район тата республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене яланах хутшăнать, шашка-шахмат турнирĕсенчен те нихăçан та пăрăнмасть.
Акă, сăмахран, ноябрĕн 9-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Анатолий Никандрович Попов ячĕпе иртнĕ шашка турнирĕнче те Василий Пундяков 3-мĕш вырăнпа палăрма пултарчĕ.
- Шашка-шахмат турнирĕсене районта час-часах ирттерме тăрăшатпăр. Ара, асăннă вăйăсем этемĕн ăс-тăнне çирĕплетеççĕ тата ăна аталантараççĕ. Çавна май шашка пирки вăл хăйне майлă уйрăм наука тесен те йăнăш мар. Вăл - спорт, çав вăхăтрах искусство та, - тет хисеплĕ ветеран. - Анчах та çынсем, темшĕн, çакăн евĕр вăйăсене активлă хутшăнсах каймаççĕ. Çакă вара мана питĕ пăшăрхантарать.
Анатолий Никандрович ячĕпе иртнĕ шашка турнирне пурĕ 9 çын хутшăннă. Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Сергей Зайцев 1-мĕш вырăн йышăннă, 2-мĕш вырăна вара Комсомольскинчи Василий Кисапов çĕнсе илнĕ. Турнира хутшăннисене тата çĕнтерỹçĕсене кашнинех ăшшăн саламлатпăр. Ăнăçусем сунатпăр сире, туссем!
С.ГРИГОРЬЕВА,
библиотекарь.
Источник: "Каçал Ен"