14 ноября 2017 г.
Аслă çулхи çынсен канăвне, пушă вăхăтне ирттерме условисем туса парас, вĕсене культура ĕçне ытларах явăçтарас енĕпе районти культура учрежденийĕсем сахал мар ĕç тăваççĕ. Çак мероприятисенчен пĕри - "Кил ăшши эс, асанне!" конкурс. Ăна районти клубсен централизациленĕ системи çулсерен йĕркелет.
Кăçалхи конкурс ноябрĕн 21-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пулать. Унта 50-60 çулсенчи хĕрарăмсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăмăл пуррисен организаципе методика центрне хăйсен заявкисене ноябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитерсе памалла. 5-13-61 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"