АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк парăма татма йывăр

14 ноября 2017 г.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене юсав ĕçĕ пурнăçламалли ятарлă фондран виççĕмĕш çул ĕнтĕ уйăхсерен квитанцисем килсе тăраççĕ. Фондра мĕн чухлĕ нумайрах укçа пухăнать, кашни çул çавăн чухлĕ ытларах çурта юсама пултараççĕ. Апла пулсан, тỹлев хучĕсене тусан пусса вырттармалла мар, çийĕнчех тỹлесе яма тăрăшмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламалли кĕске вăхăтлăх программăна кăçал пирĕн районти виçĕ çурт кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн Антонов микрорайонĕнчи 1-мĕш çуртра канализаципе шыв юхтарса ямалли системăна çĕнетме 260 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă микрорайонти 14-мĕш çуртра вара электричествăпа тивĕçтерекен тытăма юсама та çавăн чухлех кĕмĕл пăхса хăварнă. И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонти 2-мĕш çуртăн çивиттине улăштарма 1,3 млн тенкĕ палăртнă пулнă.

Асăннă çуртсене юсассипе ирттернĕ конкурсра виçĕ объекчĕпе те Канашри "Стройсантех" организаци çĕнтернĕ. Организаци директорĕн çумĕпе Сергей Николаевпа çыхăнтăмăр та, вăл виçĕ çуртри ĕçсене те çывăх вăхăтрах вĕçлессине пĕлтерчĕ. "К.Антонов ячĕллĕ микрорайонти 14-мĕш çуртри ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă. 1-мĕш çурта ыран-паянах специалистсем çитсе ĕçе пуçăнĕç. И.Кабалин ячĕллĕ микрорайонта вара çурт çивиттине витсе пĕтернĕ, юр тытмалли картана вырнаçтармалли тата йĕри-таврашĕнче строительство çỹп-çапне пуçтарса илмелли юлнă", - терĕ телефонпа Сергей Михайлович.

Пирĕн районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен уйăхсерен тỹлемелли сумма 218937,50 тенкĕпе танлашать. Анчах пурте ăна туллин тỹлемеççĕ çав, çавăнпа парăмсемпе пенисем пуçтарăнса пыраççĕ. Акă, 2014 çулхи декабрьтен 2017 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен капиталлă юсав фондне районта пурăнакансен пурĕ 6819057,59 тенкĕ тỹлемелле пулнă. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тỹленĕ сумма вара 4090245,11 тенкĕпе çеç танлашнă. Шутласа пăхăр-ха, мĕн пысăкăш парăм! Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, программа пурнăçа кĕнĕренпе пĕр тенкĕ тỹлесе курманнисем те пур-мĕн. Çак вăхăт тĕлне вĕсен парăмĕ 10-15 пин тенке те çитнĕ. Çавăнпах фондăн парăма шыраса илес ĕçе суд приставĕсен службине явăçтарма тивет. Тен, вĕсен витĕмĕпе-и, октябрьте капиталлă юсав фондне сентябрь уйăхĕнчинчен виçĕ хута яхăн ытларах тỹленĕ. Апла пулин те, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм калăпăшĕ 3510722,22 тенкĕпе танлашнă.

Республикăри капиталлă юсав фончĕ районсем мĕнле тỹленин рейтингне уйăхсерен туса пырать. Сентябрьте эпир 60 процентпа вунпиллĕкмĕш вырăнта пулнă. Пирĕн хыçра - Улатăрпа Çĕмĕрле кăна. Пысăк парăма татма йывăр, çавăнпа юр купи ỹснĕ пек ỹссе ан пытăрччĕ вăл, куллен чактăрччĕ. Район администрацийĕ те çак кăтарту çине пысăк тимлĕх уйăрать, тăван тăрăха каялла туртни никама та илем кỹмест.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика