14 ноября 2017 г.
Çулталăкĕпе çанă тавăрса тăрăшнă хыççăн тинех хирти ĕçсем вĕçленчĕç тесен те юрать. Ĕнтĕ пỹлмесем туп-тулли, вĕсенче "сарă ылтăнпа" "иккĕмĕш çăкăр" упранаççĕ. Хĕлле выльăхсене апатлантарма ĕçченсем сенаж-силосне янтăланă, сĕтеклĕ çемçе уттипе улăмĕ те хатĕр. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн районта кăтартусене пăхса тухса ĕçсене пĕтĕмлетесси, чи хастар ĕçченсене савăнăçлă лару-тăрура чысласси йăлана кĕнĕ. Каçал тăрăхĕнчи çăкăр шăршиллĕ алăсем чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти канупа культура çуртне Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне паллă тума тулли кăмăлпа пуçтарăнчĕç.
Çакăн евĕр пысăк та сумлă уяв, паллах, хăнасемсĕр иртеймĕ. Сумлă хăнасене хальхинче "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа ăшшăн кĕтсе илчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябчикова, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов малтанах ял тăрăхĕсемпе вырăнти ăстасем хатĕрленĕ "Кĕр парнисем-2017" куравпа паллашрĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта?! Сиплĕ пылпа юнашарах варенипе компот вырнаçнă, тăварланă кăмпипе мăйăрне, милĕкне те кунтах тупма пулать. Улма-çырла, пахча çимĕç речĕсемпе иртсе пынă чух хăнасене ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем халăх юрри-ташшипе кĕтсе илсе хăйсен юр-варĕпе сăйларĕç, тĕрлĕ продукцие тутанса пăхса вĕсене хак пама ыйтрĕç. "Слава картофелю" агрофирма ĕçченĕсем вара курава çĕрулми вăрлăхĕсем тăратнă. Уява килекен кашни çынах çак кун хăйне валли кирлине тупма пултарчĕ: пĕрисем паха таварлă пулнă пулсан, иккĕмĕшĕсем юрă-ташă курса киленчĕç. Пухăннисем çав вăхăтрах районти культура çурчĕн фойинче "Çăкăр завочĕ", "Кооператор" туса кăларакан продукципе паллашрĕç, вырăнти ăстасем пахча çимĕçрен касса кăларнă япаласене курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Епле хастар-çке кунта пурăнакан ватти те вĕтти! Темĕн те пĕр шухăшласа кăларнă ял тăрăхĕсенчи пултаруллă çынсем. Акă, тĕслĕхрен, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Дарья Абдюшева кедр мăйăрĕн тĕшшисенчен кайăк кĕлеткине ăсталанă. Хырхĕрри тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем те курава хăйсен ĕçĕсене тăратнă. 2-мĕш класс вĕренекенĕ Есения Чернова кавăнпа кабачкинчен улитка, 5-мĕш класра пĕлỹ илекен Диана Лепешкина купăстаран йытă çури кĕлеткисене тунă. Ытти ачасем те куравран айккине пăрăнман. Курава кавăнран касса кăларнă чейник, унранах хатĕрленĕ карета тата "майралла" тумлантарнă купăстапа чĕрĕп кĕлетки татах та капăрлатаççĕ. Чăннипех те пуян район пултаруллă та маттур çынсемпе!
Куравпа паллашнă хыççăн хăнасем ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен-фермер, кил хуçалăхĕсен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисен представителĕсемпе, АПК ветеранĕсемпе тата уява килнĕ çынсемпе тулнă зала васкарĕç.
- Паянхи кун эпир пурсăмăр та çĕр ĕçченĕсемпе выльăх ĕрчетекенсен ĕçне хисеплесе тата сума суса пухăнтăмăр. Вĕсен ĕçĕ пурнăç тыткăчи, - терĕ пухăннисене саламланă май район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин.
- Ку чаплă уяв кăна мар, çирĕп калаçу валли уйăрнă паха вăхăт та. Мĕншĕн апла калатăп?! Мĕншĕн тесен эпир çак кун кăтартусемпе паллашатпăр, мĕн тума пултарнине тата мĕн тумаллине те сỹтсе яватпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял хуçалăх ĕçченĕсене саламласа отраслĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май. - Ял çыннин ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, вăл яланах чи йывăрри, çав вăхăтрах чи пахи шутланнă. Кăçалхи çул çанталăкĕ те сире сăнарĕ, апла пулин те эсир йывăрлăхсем умĕнче пуçăра усмарăр. Малашне те хальхи пекех харсăр та маттур пулăр!
Районта усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем пачах та çук. Кăçал хуçалăхсем 15701 гектар çинчен 39 пин тонна тĕштырă пухса кĕртнĕ, гектарти вăтам тухăç 27,5 центнерпа танлашнă. "Слава картофелю" ОООпа (4127 тонна) "Урожай" колхоз (3996 тонна) ĕçченĕсем тырă тĕшĕлесе илес енĕпе чи хастаррисем пулчĕç. Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ (1575 тонна) те малтисен йышĕнче. Çав вăхăтрах гектарти вăтам тухăç енĕпе "Слава картофелю" ОООпа (46 центнер) "Рассвет" ЯХПК (40 центнер) чи малта пыраканнисем шутланаççĕ.
"Иккĕмĕш çăкăра" пирĕн районта кăçал 1012 гектар çинче çитĕнтернĕ, вĕсенчен 300 гектарĕ "Слава картофелю" ОООн шутланать. Çанталăк условийĕсем малтанах питĕ пăшăрхантарчĕç, апла пулин те çĕрулми тухăçĕпе савăнтарни пурне те саплаштарчĕ темелле: гектарти вăтам тухăç (вăтамран) - 269 центнер. Самаринăн фермер хуçалăхне те кунта палăртса хăвармалла. Вĕсем те малтисен йышĕнче. Сăмах май каласан, хуçалăхсен пỹлмисене пурĕ 23 пин тонна çĕрулми кĕнĕ. Пахча çимĕç туса илессипе вара чи малта пыраканни "Комсомольские овощи" ООО шутланать. Вăл çимĕçе пурĕ 2660 тонна пухса илме пултарнă, вăтам тухăç 600 центнерпа танлашать.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе унран продукци илесси - чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ку енĕпе районта питĕ нумай ĕçлеççĕ. Тăрăшни, ĕмĕтленни, чăнах та, сая кайман. Район аш-какай 1173 тонна илнĕ, 9670 тонна сĕт сунă. Акă, сăмахран, акăнакан кашни 100 гектар çĕр пуçне 109 центнер аш-какай туса илсе (91 тонна çаврăнăша кĕртнĕ) "Рассвет" ЯХПК малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Ку енĕпе "Золотой колос" фермер хуçалăхĕпе "Искра" колхоз та аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Сĕт пирки калас пулсан, пĕрремĕш вырăна "Искра" колхоз алăран вĕçертмерĕ. "Асаново" тата "Рассвет" ЯХПК кăтартăвĕсем те - районта малтисен йышĕнчех.
Кăçалхи пĕтĕмлетỹсене пăхас пулсан, районти пĕтĕм категорие кĕрекен хуçалăхсем туса илнĕ продукци калăпăшĕ 1473 миллион тенкĕпе танлашать (99,2 процент).
Тухăç епле пуласси чылай фактортан килет. Çĕр, вăрлăх пахалăхĕсенчен пуçласа çунтармалли-сĕрмелли материал таранах. Паллах, пурне те вăя кĕртме техника кирлине пурте питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавна май районти хăшпĕр ял хуçалăх производство кооперативĕсем хăйсен машинăпа трактор паркĕсене çĕнĕ йышши техникăпа тата оборудованипе пуянлатма вăй çитернĕ. Ку тĕллевпе кăçалхи 9 уйăхра 36 миллион тенкĕ тăкакланă, 2016 çултинчен 1,5 хут нумайтарах.
Татьяна Рябчикова ял хуçалăх ĕçченĕсене уявпа ăшшăн саламланă май уй-хирсенче, фермăсенче вăй хуракансен ĕçĕ хисепе тивĕçлине, кунти ĕçченсем йывăрлăхсене пăхмасăр тăрăшулăх кăтартнине палăртрĕ. Тĕп хуларан килсе çитнĕ сумлă хăна Раççейре, республикăра ырă кăтартусемпе палăрнă хастарсене Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем тата кăкăр çине çакмалли паллăсем парса чысларĕ. Сăмахран, аграри секторĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен Мускавра иртнĕ "Ылтăн кĕркунне - 2017" куравĕнче пирĕн районти Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн хастар ывăлĕ Владимир Белков фермер бронза медале тивĕçнĕ.
Уй-хирте яра куна ĕçлекен механизаторсене, ытти специалистсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе ĕне сăвакансене те чысларĕç пысăк уявра.
Ял хуçалăх производствине ăнăçлă ертсе пынăшăн тата тупăшлă ĕçленĕшĕн "Рассвет" ЯХПК (ертỹçи М.Афанасьев) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Ик-кĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе "Асаново" ЯХПКпа (ертỹçи А.Бахтеров) "Урожай" колхоз (ертỹçи А.Ершов) палăрчĕç.
100 гектар çĕр пуçне илнĕ тырпул тухăçĕпе "Слава картофелю" агрофирма (тĕп директорĕ Х.Идиатуллин) мала тухрĕ. Вĕсем кăçал 100 гектартан 231 тонна тырпул çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Рассвет" ЯХПК (ертỹçи М.Афанасьев), вĕсен тухăçĕ 200 тоннăпа танлашать. Виççĕмĕш вырăна "Асаново" ЯХПК (ертỹçи А.Бахтеров) 157 тоннăпа çĕнсе илчĕ.
"Комсомольские овощи" агрофирма (директорĕ М.Камальдинов) кăçал çĕрулми тухăçĕпе чăннипех те мухтанма пултарать. "Иккĕмĕш çăкăра" вĕсем 100 гектартан 500 тонна пухса кĕртнĕ. Н.Г.Самарин фермер хуçалăхĕ 100 гектартан 499 тонна çĕрулми пухса кĕртсе иккĕмĕш, "Слава картофелю" ООО (тĕп директорĕ Х.Идиатуллин) - виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вĕсем 100 гектартан 448 тонна тухăç илнĕ.
Механизаторсем хушшинче иртнĕ ăмăртура вара çаксем палăрчĕç: Леонид Ильин ("Слава картофелю"), Василий Долгов ("Дружба" ЯХПК), Геннадий Шакмаковпа Анатолий Коновалов ("Урожай" колхоз), Данис Гайзатуллин ("Слава картофелю" ООО), Сергей Смирнов ("Урожай" колхоз) тата Денис Киселев ("Рассвет" ЯХПК).
Выльăх пăхакансемпе хурт-хăмăр ăстисем хушшинче иртнĕ ăмăртура Людмила Чижикова ("Асаново" ЯХПК), Алина Андреева ("Рассвет" ЯХПК), Ольга Кузьмина, Петр Зверев ("Рассвет" ЯХПК), Ринат Рахматуллин ("Золотой колос" фермер хуçалăхĕ) тата Сергей Белков ("Искра" колхоз) малти вырăнсемпе палăрчĕç. Вĕсем кашниех Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн нумай çул тăрăшнăшăн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн "Мир" кооператив лаборантне Елена Буслаевăна, В.С.Агамирян предприяти ĕçченне Оксана Алдушевăна, "Родина" фермер хуçалăхĕн механизаторне Евгений Потемкина, "Нур" хуçалăхăн тĕп бухгалтерне Галина Коноваловăна, Атласкин фермер хуçалăхĕн зоотехникне Леонид Коновалова, "Сюрбеево" ООО механизаторне Дмитрий Северова, "Комсомольский коопзаготпром" потребитель кооперативĕн водительне Александр Митюкова, "Слава" ЯХПК механизаторне Денис Владимирова тата "Искра" колхоз инженерне Леонид Волкова район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата хаклă парнесем парса чысларĕç.
Вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕсем, Шупашкартан килнĕ "Çавал" ансамбль артисчĕсем тата Фарида юрăç вара залра ларакансен кăмăл-туйăмне юрă-ташăпа çĕклерĕç.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"