10 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Атте, анне, эпĕ - спортпа туслă çемье" фестиваль иртрĕ. Унта спорта кăмăллакан çемьесем килсе çитрĕç.
Мероприяти пуçламăшĕнче пухăннисем фитнес-аэробика, каярах физкультура турĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ майăн хускану тумашкăн питĕ аван иккен!
Ăмăрту икĕ категорипе иртрĕ: 8 тата 13 çул тултарман ачасен çемье командисем. Часах чи хас-таррисем старта тăчĕç. Хăвăрт чупрĕç, тăршшĕне те сикрĕç... Çемье ушкăнĕсен капитанĕ пулма кĕçĕннисене суйларĕç. Вăйă-ăмăрту хаваслă иртрĕ, вăл пурне те питĕ килĕшрĕ. Чупса тарланă, ывăннă хыççăн пĕтĕмлетỹсемпе паллаштарчĕç.
Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Осиповсен çемйине спортпа чи туслă çемье тесех калас килет. Хастарсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
- Спорта питĕ юрататпăр, районта иртекен мероприятисене те час-часах хутшăнатпăр. Спорт - чун канăçĕ, вăл сывлăхлă пулма пулăшать, - теççĕ вĕсем.
Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсемпе Комсомольскинчи Мамуткинсемпе Семеновсен çемье ушкăнĕсем палăрчĕç. Çĕнтерỹçĕ-ушкăнсене кашнине медальсемпе Дипломсем парса чысларĕç. Унсăр пуçне хастарсем бассейна тỹлевсĕр кĕртекен сертификата та тивĕçрĕç.
Ю.БОРОВКОВ.
Источник: "Каçал Ен"