10 ноября 2017 г.
1909 çулта Йăвашкел ялĕнче çуралнă Трифон Васильевич Кочергов ялта чи сумлă çынсенчен пĕри пулнă. Çавна май ăна "Сормово" колхозăн фермине ертсе пыма шаннă, каярах вăл бригадирта та тăрăшнă. Ирина Гавриловна, унăн мăшăрĕ, кил хуçине пилĕк тĕпренчĕк парнеленĕ.
Çутă ĕмĕтсене хаяр вăрçă пуçланни çапса хуçнă. Ялсемпе хуласенче пурăнакан арçынсене çапăçу хирне ăсатма пуçлаççĕ. 1941 çулхи август уйăхĕнче Трифон тетене те вăрçа каймалли çинчен калакан хут çитет. Ун чухне арçын хирте молотилкăпа тырă çапнă. Çемье пуçĕн чĕри вутпа çуннă пуль, апла пулин те нимĕн те тăваймăн.
Çапла вара август уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче ял-йыш пĕр кунтах виçĕ ентешне - Прокопий Белова, Тихон Ядрова, Трифон Кочергова - вăрçă хирне, лашасемпе пĕрлех, ăсатать. Шел пулин те, виçĕ арçын текех пĕр-пĕринпе урăх нихăçан та тĕл пулайман...
Трифон тете 21-мĕш кавалери полкне лекет. Хăюллă кавалерист нумай çапăçăва хутшăнать, чылай тăшмана тĕп тăвать. Тăван килĕпе савнă мăшăрĕ, ачисем пирки те манмасть ар-çын. Сăмах май каласан, Трифон Васильевич килне 20 çыру янă. Çырусенче вăл аллипе ури аманни çинчен çырса пĕлтернĕ. Пĕр çырăвĕнче вара капла çырни те пур: "Снаряд сирпĕннине пула вăйлă хум таврана хупăрласа илчĕ. Вара эпĕ, лашапа пĕрлех, шывра тăна çухатнă. Нумай выртнă е çук, пĕлместĕп, анчах та юлташсем пире вилĕмрен çăлнă".
1942 çулхи август уйăхĕнче Трифон Васильевич килне юлашки çыру ярать. Ун хыççăн тăван çыннисем арçынран текех хыпар-хăнар кĕтсе илеймен. Шел те, салтакăн вăрçăран янă çырăвĕсем те упранса юлман. Унтанпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ, 75 çул! Апла пулин те ачисем хăйсене кун-çул парнеленĕ çыннăн пурнăçĕ епле татăлни çинчен хальччен нимĕн те пĕлместчĕç. 79 çула çитнĕ Петр Трифоновича та ашшĕн шăпи питĕ кăсăклантарать. Çавна май вăл ыйтнипе хальхи Калуга облаçĕн военкоматне, Трифон Васильевича пытарнă вырăна шыраса тупас тĕллевпе, ыйтса çыру та янă.
- Кĕтнĕ çырăва алла илсессĕнех атте тăшмансемпе çапăçнă вырăна çул тытатăп, - тет мучи куççульне шăлса.
Çак кунсенче паттăр сержантăн, отделени командирĕн шăпи уçăмланчĕ тесен те юрать. Архив докуменчĕсемпе паллашнă май çакă паллă пулчĕ. Трифон Кочергов 7-мĕш кавалери дивизийĕнче службăра тăнă. 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче 6 кавалерист, пирĕн хастар ентеш ертсе пынипе, Смоленск обла-çĕнчи Сухиничи районне разведкăна кайсан хыпарсăр çухалнă. Хастар ентеш "Астăвăм" кĕнекере хыпарсăр çухалнисен шутĕнче.
- "Астăвăм" кĕнекен тăсăмĕ татах кирлĕ тесе шутлатăп. "Каçал ен" хаçата та юратса вулатăп. Хаçатра хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписене уçăмлатни уйрăмах питĕ килĕшет, - тет сумлă ватă Петр Трифонович.
Эппин, эпир мучие ашшĕ çапăçнă вырăнсене кайса курма такăр çул сунар.
П.ЗАЙЦЕВ.
Источник: "Каçал Ен"