10 ноября 2017 г.
2017 çулхи октябрĕн 1-мĕ-шĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен Раççей почти хăйĕн çыхăну уйрăмĕсенче "Почтăпа пĕрле вулатпăр" акци ирттерет. Енчен те клиент хаçат-журнал продукцине 100 тенкĕрен ытларах туянать пулсан, акци условийĕсемпе килĕшỹлĕн, ăна кроссвордсен пуххине тỹлевсĕрех парĕç, 500 тенкĕрен ытларах туянсан вара вăл кĕнекеллĕ те пулĕ.
Акцин тĕллевĕ чылай - вак суту-илĕве пулăшу парасси, вулакан патне пахалăхлă литература илсе çитересси, унсăр пуçне кĕнеке вулас ырă йăлана халăхра анлă сарасси. Ара, çыхăну уйрăмĕсенчен чылайăшĕ хаçат киоскĕсем тата кĕнеке лавккисем çук çĕрте вырнаçнă-çке.
- Раççей почти вулакансене периодика кăларăмĕсемпе интереслентерес тесе кĕнеке-хаçат кăларакан пĕрлешỹсемпе активлă хутшăнать. Çак акци çынсене пичет продукцийĕпе тата хаçат-журналпа ытларах кăсăкланма пулăшасса иккĕленместĕп, - тесе палăртнă Раççей почтин генеральнăй директорĕн почта бизнесĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ И.Галактионова.
"Почтăпа пĕрле вулатпăр" акцие Раççей почти пуçласа 2016 çулта ирттернĕччĕ. Ăна кĕнекепе хаçат-журнал кăларакан пĕрлешỹсем те, Раççей почтин клиенчĕсем те хапăл тусах йышăннăччĕ.
Источник: "Каçал Ен"