АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр çулĕ çывăхланчĕ

10 ноября 2017 г.

Иртнĕ шăматкун, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă турĕç. Комсомольскинчи пĕрлештернĕ клубсен тытăмне кĕрекен "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ вара çав уява тăван килтен пин ытла çухрăм аякра кĕтсе илчĕ. Ансамбле çỹрекенсем Пермь крайĕнчи Березники хулинче çулсерен иртекен наци культурисен "Лица друзей" XIII уçă фестивальне хутшăнма янă йыхравпа çула тухрĕç.

Уяв кунĕнче Березники хулинчи культурăпа ĕç центрне Пермь тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем ирех пуçтарăнма пуçларĕç. Фойере алĕç ăстисен куравĕсем, мастер-классем пулчĕç, тĕрлĕ халăхсен ташшине вĕренес текенсене ташă картине те йыхăрчĕç, вăйăсем выляттарчĕç.

"Лица друзей" фестиваль программи те питĕ пуян пулчĕ. Унта хутшăннă кашни коллектив куракансене хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарас тесе тăрăшрĕ. "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ вара фестивалĕн хисеплĕ хăни пулчĕ. Вăл анатри чăвашсен юрри-ташшипе Çĕпĕр тăрăхĕнче пурăнакансен умне тухрĕ. Чăвашла ăнланмасан та, искусство чĕлхи, кĕвĕ-çемĕ вĕсемшĕн ăнланмалла, кăсăклă та çĕнĕ пулчĕ. Залра ларакансем аякран килнĕ хăнасене хапăлласа йышăнчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç.

Каялла çула ăсатнă чухне культура ĕçченĕсем ансамбле çỹрекенсене тав сăмахĕ каларĕç, татах пырса çỹреме чĕнчĕç. Паллах, эпир те вĕсене хăнана чĕнсе хăвартăмăр. Пĕр-пĕрин патне туслăх кĕперĕ хывсан инçе Çĕпĕр çулĕ те çывăхланасси иккĕлентермест.

Березники - Пермь крайĕн пысăкăшĕпе иккĕмĕш хули. Хула ятне ăна 1932 çулта панă. Паянхи кун тĕлне халăх йышĕ -145115 çын. Вырăссем (92,6 процент), тутарсем (3,2 процент), украинсем (0,8), коми-пермяксем (0,7 процент) ытларах пурăнаççĕ. Çавăн пекех чăвашсемпе пушкăртсем, марисем, нимĕçсемпе еврейсем тата ыттисем те пур.

Кама тăрăхĕнчи хулара промышленноç аван аталаннă. Виçĕ предприяти вара Раççей рынокĕнче монополистсем пулса тăраççĕ. "АВИСМА" предприятире титан тата титан порошокĕ, магни металĕпе унран тунă япаласем кăлараççĕ. "Уралкалий" ПАОра кали удобренийĕ тăваççĕ. "Уралхим" ОАОн "Азот" филиалĕ аммиак селитри, карбамид тата азотлă ытти удобренисене тăвас енĕпе ĕçлет. Çакнашкал промышленноç вăйлă аталаннăран, çĕр айĕнчи пурлăх нумайран, хула айĕнче талккăшпех - шахтăсем. Кунти предприятисем сода, тăвар кăларнипе те палăрса тăраççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика