АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян та стройра

10 ноября 2017 г.

Паян шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Милици органĕсене туса хунăранпа 100 çул çитрĕ.

- Халăха лăпкăлăхпа тивĕçтерекенсен, полици ĕçченĕсен, ĕçĕ пачах та çăмăл мар. Преступниксен çулне пỹлес тата тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе вĕсен ырми-канми тăрăшма, тĕрлĕ вырăна çитме тивет, - тет муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин.

Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ яш тăван тăрăхĕн кăна мар, Каçал енĕн пархатарлă ывăлĕ те. Хальхи вăхăтра Петр Васильевич отставкăри полици полковникĕ шутланать.

Полковник тесенех куç умне чĕмсĕр, кăра тата кĕрнеклĕ арçыннăн сăнĕ куç умне тухса тăрать. Ара, чи аслă офицер чинĕ-çке вăл, генералран кăшт çеç каярах. Петр Лапшин вара урăхларах: çирĕп, анчах та ырă кăмăллă, çав вăхăтрах çынна ăнланма пĕлекен ертỹçĕ, хăй суйласа илнĕ профессие чунтан парăннă ĕçчен, сăпайлă та тарават кил хуçи, атте, асатте-кукаçи. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура, апла пулин те арçын килĕнче алă усса лармасть. Петр Васильевич халĕ те полици сотрудникĕсемпе тачă çыхăнура. Тăрăшулăхĕпе тата пултарулăхĕпе вăл ыттисемшĕн чĕрĕ те ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

- Петр Васильевичпа 1993-1998 çулсенче пĕрле ĕçлеме тỹр килчĕ, çавна май вăл манăн пĕрремĕш вĕрентекен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене кашнийĕ тĕрлĕрен ăнланать, апла пулин те çав çулсем никамшăн та çăмăл пулман тесе шутлатăп. Самана таппи çиччĕлле сикнĕ тапхăрта Петр Васильевич хăйĕн ятне çĕре ỹкермерĕ, тунă преступленисене уçса парас енĕпе вăл тапхăрта пирĕн район яланах малтисен йышĕнчеччĕ, - аса илет иртнĕ вăхăта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина.

- Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пикентĕр пулсан, унта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех чыспа тăрăшмалла. Чи кирли - панă присягăна тата Раççей саккунĕсене тĕпе хуни. Пĕлсе тăрăр - полици сотрудникĕ лайăх енĕпе ытти çынсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла, - тенĕ яланах Петр Васильевич, çамрăк сотрудниксене ĕçе пехилленĕ май.

Шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕн ĕçĕ вара сахал мар. Петр Васильевич çамрăк сотрудниксемпе хутшăннипе çеç çырлахмасть, районти çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçрен те айккине пăрăнмасть. Çавна май вăл ĕçтешĕсемпе пĕрле час-часах шкулсене çитет, унта вĕренекенсемпе калаçу, уçă уроксем ирттерет. Вăл тăрăшнипех организаци çумĕнче халăх дружинине те çĕнĕрен йĕркелесе янă. Ветерансен совечĕн председателĕ ытти ветерансемпе пĕрле районта иртекен тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене хутшăнать, унта вара вĕсен команди чылай чухне малти вырăнсемпе палăрать. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть хастар ĕçчен. Вăл - çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ!

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика