10 ноября 2017 г.
Юратнă хаçата, "Каçал ене", 2018 çулăн пĕрремĕш çур çу-лĕнче илсе тăма çырăнтару тапхăрĕ хĕрсех пырать. Харсăр вулакансем лотерейăна хутшăнма редакцие квитанцисемпе чылайăн килчĕç те ĕнтĕ, хăшĕсем тата вĕсене электрон почта урлă та яра-яра параççĕ.
- "Каçал ен" хаçата хаклă тăвана кĕтнĕ пекех кĕтетĕп. Тен, ку пулăм хам 20-мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче редакцире ĕçленипе те çыхăннă-ши? Халĕ, унсăр пуçне, хаçат çырăнсан пĕр машина вутă та выляса илме май пур иккен. Çавна май хĕрачана çуралнă кунĕпе юратнă издание парнелес терĕм, - ăшшăн йăл! кулчĕ Виçпỹртре пурăнакан Тамара Ивановна Жукова. - Выляса илейĕпĕр е çук, пĕрех! Лотерейăна хутшăнни - ку вара чи пахи.
Тамара аппа "Октябрь ялавĕ" хаçатра корректорта тăрăшнă. Анчах та районсене пысăклатнă вăхăтра хĕрупраç ĕçсĕр тăрса юлать. Пултаруллă çамрăк Урмаелĕнчи тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать, çав вăхăтрах Тамара тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче куçăмсăр майпа ăс пухать. Çемьеллĕскер каярах тăван ялĕнчи шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче ĕçлеме пуçлать. Унăн ĕç стажĕ - 36 çул.
- Пушă вăхăтра алă ĕçĕ тăватăп: алсиш-нуски, калпак-шарф çыхатăп. Çуллахи кунсенче яра куна пахчара е вăрманта ирттеретĕп. Уçă сывлăшра кун иртни те сисĕнмест, кайăк-кĕшĕк сасси вара чуна уçать, - тет "Каçал ене" чунтан парăннă Тамара Ивановна.
Сăмах май каласан, Тамара аппа хуçалăхра пахча çимĕç, çуркунне вара ешĕл калча çитĕнтерет, кăмпа-çырла пуçтарать. Çапла майпа хĕрарăм чун канăçне тупать, çав вăхăтрах ачисемпе мăнукĕсене те пулăшать.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"