03 ноября 2017 г.
Республикăра социаллă ушкăнри халăха çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе палăртнă ĕçе туллин пурнăçласа пыраççĕ. Сăмахран, кăçал тĕрлĕ программăпа мĕн пур бюджетсенчен ĕçе йĕркелеме 3,2 млрд тенкĕ уйăрнă.
Ку енĕпе районта та çине тăрсах ĕçлеççĕ. Уйрăмах çамрăк çемьесене пурăнма тата ĕçлеме кирлĕ условисем туса парас тесе пурăнмалли çурт-йĕр туянма вăхăтра укçа-тенкĕпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Район администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Алина Семенова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал черетре тăракан 15 çамрăк çемьен çурт-йĕр ыйтăвне татса панă.
- Вĕсенчен 8 çемьене "Çурт-йĕр" программăн "Çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммипе хваттер туянма тата çурт-йĕр хăпартма укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Пурĕ - 5,3 миллион тенкĕ. Çамрăк çемьесенчен 3-шĕ - Хырхĕрри, Комсомольски ял тăрăхĕсенче çурт тăваççĕ, 5-шĕ хваттер туянас тĕллевлĕ. "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн 4 çемье сертификатсем илсе çурт-йĕр хăпартма тытăннă тата виççĕшĕ хваттер туянаççĕ.
Çавăн пекех тăлăхсен, нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр ыйтăвне те татса памалла. Çавна май çулталăк вĕçлениччен Комсомольски ял тăрăхĕнче нумай ачаллă пĕр çемьене çуртпа, тăватă тăлăха хваттерпе тивĕçтермелле, - пĕлтерчĕ Алина Михайловна.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"