03 ноября 2017 г.
Эткер ялĕнче пурăнакан Иван Николаевич Галкин сентябрь уйăхĕнче сумлă юбилейне - 80 çул тултарнине - паллă турĕ. Хисеплĕ çын, тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те, çулĕсене кура мар маттур.
Килкартинче тăрăшать, пахчара ĕçлет. Галкинсем пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Мăшăрĕпе, Агафия Степановнăпа, 57 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Хуçалăхра чăх-чĕп чылай çитĕнтереççĕ, пахча çимĕçне те çителĕклех туса илеççĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕскерсем кунĕпех кăштăртатаççĕ.
Иван Николаевичăн ачалăхне аса илес пулсассăн, вăл çăмăл килмен. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнман, Иван çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ, 4 класс çеç пĕтернĕ. Çемьене çăмăлрах пултăр тесе тăван колхозра ĕçлеме тытăннă. Ачаранах техникăпа питĕ интересленнĕ. Аслăрах çулхи ĕçченсенчен хăшне мĕнле юсамаллипе кăсăкланнă, хаваспах пулăшнă.
1957 çулта салтакран таврăнсанах Иван тракторист профессине алла илнĕ те "Красный маяк" колхозра ĕçе кỹлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех руле алăран яман. Çак вăхăтра вăл гусеницăллă тракторпа пиншер гектар çĕр сухаланă, сỹреленĕ, акнă. Хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçланă. Ахальтен мар ĕçри тăрăшулăхшăн Иван Николаевича нумай Хисеп грамоти, Тав хучĕсем парса чысланă. Вăл социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи те пулнă. Унăн сăнỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çине те пĕрре кăна мар лекнĕ.
- Шаннă ĕçе, пурнăçламалли плана яланах вăхăтра тата пахалăхлă тума тăрăшнă. Ăмăртусенче малтисен йышне лекес тесе ĕçленĕ. Ĕçрен пĕрре те хăраман, вăл тухăçлă пултăр тесе кашни ир ĕçе васканă, - тет иртнине аса илсе ĕç ветеранĕ.
Галкинсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Шел пулин те, хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паян ватăсем ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнаççĕ. Вĕсем тăван киле пуçтарăнсан кăмăл туличчен калаçаççĕ. Агафия Степановнăпа Иван Николаевич телейĕ - çитĕнекен çамрăк ăрура. Вĕсем ачисене пурнăç çулĕпе хастар утма, вăй илсе аталанма, çемье çавăрма пилленĕ. Галкинсен ĕмĕрĕ вăрăм та такăр пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"