АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджета улшăнусем кĕртрĕç

03 ноября 2017 г.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче администрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.

Унăн ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Кун йĕркине тĕрлĕ ыйту кĕртнĕ, тĕп вырăнта вара районăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Вĕсемпе финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов паллаштарчĕ. Проектпа килĕшỹллĕн, улшăнусем кĕртсе ỹстернĕ хыççăн районăн 2017 çулхи бюджечĕн тупăшсен калăпăшĕ 406 млн та 859,430 тенкĕпе танлашĕ. Çав шутран 321 млн тенке яхăн - çỹлти бюджетсенчен паракан субсидисем. Хамăрăн тупăш вара 86 миллион та 122,450 тенкĕ пулмалла. Хушса панă укçа-тенкĕн пысăкрах пайĕ вĕрентỹ сфери çине кайĕ. Кăçалхи пĕтĕмĕшле тăкак пайне 410578730 тенкĕ чухлĕ палăртнă.

2018 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли планпа тата районăн 2019-2020 çулсенчи приватизаци тĕп çул-йĕрĕсемпе, муниципаллă икĕ объекта Кайнлăк тата Шурут ял тăрăхĕсене парасси çинчен калакан йышăнусемпе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина паллаштарчĕ.

Раççей Федерацийĕн саккунĕсем тăтăшах улшăнса тăнипе район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕсене те хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртме, хăшпĕрисене пăрахăçлама тивет. Çакнашкал улшăнусем пирки право секторĕн заведующийĕ Ольга Соколова чарăнса тăчĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пурне те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика