03 ноября 2017 г.
Çак чăнлăха ученăйсем те çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, Мароккăра ỹснĕ мандаринран е Бразилире çитĕннĕ ананасран хамăр тăван çĕр сĕткенĕпе пиçсе çитнĕ панулмипе ешĕл хăяр пирĕн организмшăн темиçе хут усăллăрах-мĕн. Ку эпир ĕçекен шывсене те пырса тивет. Таçтан-таçтан турттарса килнĕ хаклă ĕçмерен хамăр республикăра, районта кăлараканни сиплĕрех.
Темле консервантсем те хушнă апат-çимĕç çинĕрен юлашки вăхăтра çĕршывра пурăнакансем хушшинче сывлăхĕ хавшанисем, ỹт виçи пысăкланнипе нушаланакансем йышланаççĕ. Ахальтен мар харпăр хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшакансем пирĕн хушăра çулсерен йышланса пыраççĕ. Вĕсем магазинта ĕçме-çиме туяннă чух пахалăхлăраххине суйлама тăрăшаççĕ. Унти микро- тата макроэлементсен, белокпа çăвăн, углеводсен виçине пăхакансем те пур.
Вырăнта кăларнă продукци çынсен сывлăхĕшĕн усăллăрах текен шухăшпа "Чăвашпотребсоюз" тытăмне кĕрекен "Кооператор" производство комбиначĕн директорĕ Мансур Ямалиев та пĕтĕмпех килĕшет.
- Темиçе çул каярах кам та пулин ĕçмелли шыва магазинтан пысăк савăтпа туянни тĕлĕнтеретчĕ пулсан, паянхи кун çакă питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Ара, пирĕн пусăсенчи, шыв пăрăхĕсем витĕр хваттерсене килекен шывăн пахалăхĕ тивĕçтермест-çке. Çакна шута илсе эпир те килте ĕçме, апат пĕçерме ятарласа бутыльсене тултарса шыв кăларма пуçларăмăр. Ачасем валли сутлăха яракан "Аленушка" шыв вара пысăк категориллисен шутне кĕнĕ. Кăçал тата панулми сĕткенне кăларма пуçларăмăр. Ăна та халăх юратса туянасса шанатпăр, мĕншĕн тесен унта нимле консервант та хушмастпăр, таса сĕткен температурине 80 градуса çитерсе упаковкăна тултаратпăр, - терĕ Мансур Минатуллович.
Сад-пахчасене чăваш çынни ĕлĕкренех улмуççи лартма юратнă. Панулми вăйлă пулнă çулсенче ăна ниçта хурса пĕтерме çук. "Мĕншĕн районта улма-çырла сĕткенĕ тăвакан çук-ши?" тесе пĕр эпĕ çеç мар, чылай çын шутланă пуль, çав шутра Мансур Ямалиев та. Республикăра улма-çырла сĕткенне тỹрремĕн кăларакан предприяти çукран вĕсемшĕн çĕнĕ технологие алла илес тесе вăл Саратов облаçĕнчи Хвалынск хулине темиçе хутчен те çитсе килнĕ. Тĕрлĕ хатĕрленỹ ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн çак шухăша пурнăçа кĕртме пуçланă. "Кооператор" производство комбиначĕн никĕсĕ çинче март уйăхĕнче "Комсомольский коопзаготпром" потребительсен кооперативне туса хунă. 25 çул пушă ларнă цеха юсаса çĕнетнĕ, ун çумне чĕртавара, хатĕр продукцие вăхăтлăх упрамалли склад хăпартнă.
Паллах, ĕçе ятарлă оборудованисĕр пуçлаймăн. Австрире тунăскерне, 12 миллион тенкĕ тăраканскерне, туяннă. Ют çĕршыври производительсем килсе вырнаçтарсах панă, унпа ĕçлеме те вĕрентсе хăварнă. Сĕткенĕн сăнавлă пĕрремĕш партине "Кооператор" территорийĕнчи садри панулмирен туса пăхнă. Çак оборудованипе талăкра 5 тонна ытларах панулми тирпейлеме пулать-мĕн.
- Панулмине халăхран туянатпăр. Комсомольскинчи тата таврари ялсенчен, Канаш, Патăрьел районĕсенчен илсе килеççĕ. Сĕткенне юхтарса илнĕ панулмин юлашкине те сая ярасшăн мар. Кирлĕ оборудование пуçтарса пĕтерсен малашне пюре, повидло туса кăларма палăртатпăр. Ытти улма-çырларан та, пахча çимĕçрен те сĕткен тăвасшăн, - терĕ калаçура производство уйрăмĕн начальникĕ Альбина Краснова.
Иртнĕ кунсенче вырăнта туса кăларнă панулмин сĕткенĕ республикăри суту-илỹ предприятийĕсен сентрисем çине çитрĕ. Унăн упаковкине хĕрлĕ сăнлă, пиçсе çитнĕ панулмисем илемлетеççĕ.
"Кооператор" производство комбинатĕнче çĕнĕ производство уçнине ырламалла кăна. Вăл малалла ăнăçлă тăсăлсан, кăларакан продукци калăпăшĕ ỹссе пынăçемĕн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те уçăлĕç-ха. Эпир "Кооператорта" тăрăшакансене ăнăçу, çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума сунатпăр.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"