АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасем çитĕнччĕр

31 октября 2017 г.

Районти искусство шкулĕнче çулсерен вун-вун ача пĕлỹ илет. Аслисем вĕренсе тухса хăйсен пурнăç çулне искусствăпа çыхăнтараççĕ, кĕçĕннисем пуçласа шкул алăкне уçаççĕ: ташлама, юрлама, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама, ỹкерме вĕренеççĕ.

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче пĕрремĕш класра вĕренме тытăннă ачасен ячĕпе уяв каçĕ пулчĕ. Вĕсене искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов, районти вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламларĕç, вĕренỹре ăнăçу сунчĕç.

Икĕ уйăха яхăн тĕрлĕ уйрăмсенче вĕреннĕ ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Наталья Ковшован, Ольга Еремееван, Виктор Кокшинăн, Любовь Петрован вĕренекенĕсем фортепиано, гитара тата купăс каласа кăтартрĕç. Алла инструмент тин çеç тытнă пулин те, ачасем хăйсене сцена çинче çирĕп тытаççĕ. Вĕреннĕ программăна çăмăллăнах выляса пачĕç. Ольга Спиридонова педагог ертсе пыракан ача-пăча хорĕ куракансене "Джаз" тата "Семеро козлят" юрăсемпе савăнтарчĕ. Ỹнер уйрăмне çỹрекенсем (ертỹçи Надежда Абдюшева) ỹкерчĕç, мĕн вĕреннипе паллаштарчĕç. Вĕсем хатĕрленĕ ỹкерчĕксенчен культура çурчĕн фойинче курав йĕркеленĕ.

"Островок" ушкăнăн (ертỹçи Татьяна Иванова) чи пĕчĕк артисчĕсем илемлĕ ташăсем парнелерĕç.

Аслă Чурачăкри "Тевет", Чĕчкенти, Тукайри ача-пăча фольклор ушкăнĕсем сцена çине тухсассăн залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Ачасем чăннипех те пултаруллă: юрларĕç-ташларĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Кунта уйрăмах вĕсен ертỹçисен пуçарулăхне палăртса хăвармалла. Шăпах Т.Макарова, С.Просвирнов, И.Хисамов, Г.Степанова педагогсем тăрăшнипе ачасем пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ, ăсталăхне ỹстереççĕ, аталанаççĕ, тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ. Вĕсен пултарулăх çулĕ иксĕлми пултăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика