АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсса çула ан тухăр

31 октября 2017 г.

Çул çинче инкек курасран кашнинех асăрханмалла. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни, руль умне урăлла ларни, саккуна пăхăнни сире инкеке лекесрен çăлаççех.

Юлашки вăхăтра çул çитмен çамрăксем те автомашинăсемпе, мотоциклсемпе ярăннине курма пулать. Чылайăшĕн вара водитель удостоверенийĕ çук. ГИБДД ĕçченĕсем тытса чариччен "вĕçтерсе" çỹреççĕ-ха вĕсем. Вĕсен аллине лексессĕн вара явап тытма тиветех. Сăмахран, 16 çул тултарнă çамрăксене çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă майпа айăпланине кашнин пĕлмелле. Вĕсен çеç те мар, ашшĕ-амăшĕн те ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерменшĕн явап тытмалла. Çавăнпа та çул çинче тимлĕ пулăр, саккуна пăсса çула ан тухăр!

Р.ЗАКИРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика