АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ĕçтеш

31 октября 2017 г.

Сăмаха хисеплĕ, ĕçчен те ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ те тавçăруллă, сăпайлă ĕçтеш пирки пуçлас килет. Вăл - "Радуга" ача садĕнче тăрăшакан Галина Федоровна Молокова аслă воспитатель.

Галина 1962 çулхи чỹк уйăхĕнче Шурут ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тăрăшулăхĕпе палăрнă вăл. Шкулти отряд совечĕн председателĕ, редколлеги членĕ тата ытти обществăлла ĕçсенче активлă пулнă.

1978 çулта, 8 класс пĕтернĕ хыççăн, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Унта та тăрăшуллă хĕре ушкăн старостине суйлаççĕ. Çавăн пекех çуллахи каникул вăхăтĕнче ăна студентсен стройотрячĕн командирĕ пулма та шаннă.

Алла специальноç илнĕ çамрăк хĕр 1982 çулта Аслă Çĕрпỹелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Тăватă çултан воспитателе ясли-сад заведующийĕ пулма шанаççĕ. Шанса панă ĕçре вăл 30 çул тăрăшать. Çак вăхăтра Галина Федоровна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, аслă пĕлỹ илет.

Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹпе воспитани парас ĕçре чылай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн, ĕçе вăхăтра тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, лайăх кăтартусемшĕн Галина Федоровна нумай Хисеп тата Мухтав грамотине тивĕçнĕ. 2013 çулта тăрăшуллă ĕçчене "РФ Вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă.

2012 çултанпа маттур ĕçчен районти "Радуга" ача садĕнче тăрăшать. Вăл - аслă воспитатель. Галина Федоровна районта, республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Ĕçри педагогсемпе те тачă çыхăнура воспитатель, вĕсене яланах сĕнỹ-канашпа пулăшать. Ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене уçăмлатма та вăхăт тупать ĕçчен. Галина Федоровна - "Шкула - савăнăçпа" кружок ертỹçи те. Вăл ачасене шкула кайма хатĕрлет: çырма, вулама, шутлама хăнăхтарать.

Аслă воспитатель ĕçтешĕсемшĕн - шанчăклă та хисеплĕ юлташ, ачасемшĕн маттур вĕрентекен. Ĕçчен çын хисепре тесе ахальтен каламан. Галина Федоровнăна пурте сума сăваççĕ, вăл вĕрентсе каланине ăша хываççĕ. Çамрăк педагогсемшĕн вăл - пуян опытлă ĕçтеш.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика