АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каçал ен" кашни килте пултăр!

31 октября 2017 г.

- Район хыпарçине - "Каçал ен" хаçата - вуламасăр пурăнаймастăп, - терĕ редакцие çитсе кĕнĕ маттур хĕрарăм.

- Инçе çула кĕскетсе хаçат редакцине çитме мĕн хистерĕ-ши сире? - ыйтрăм унран.

- Пĕр машина вутă выляса илесшĕн те, - пĕлтерчĕ вăл йăл кулса.

Çапла, лотерея пулать тесе пĕлтерỹ тухнăранпа пирĕн чи хастар вулакансем тĕп парнене выляса илес кăмăлпа тăтăшах килме пуçларĕç. Акă, вĕсенчен пĕри - Галина Степановна Козлова. Вăл Шурут ялĕнченех çитнĕ пирĕн пата. "Каçал ен" хаçатпа питĕ туслă иккен Галя аппа. Район хаçатне чылайранпах çырăнса илет.

- Çав тери кăмăла каять. Пĕр сăмахне сиктермесĕр вулатăп. Ăçта мĕн пулнă, кам çуралнă, кам вилнĕ - пĕтĕмпех пĕлме пулать. Калавĕсем çав тери кăмăла каяççĕ. Хаçатра пичетленекен кашни материал интереслĕ. Çырăнтару тапхăрне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хаçата вуламасассăн апат çимен пекех туйăнать çав. Ăна почтальон килсе парасса кĕтсех ларатăп. 2018 çулхи пĕрремĕш çур çула валли те "Каçал ене" çырăнма ĕлкĕрнĕ. Ыттисене те çаплах тума сĕнетĕп. Хаçат кашни килте пултăр! - терĕ Галина Степановна.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика