31 октября 2017 г.
Октябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов районти тĕп больница коллективĕпе тĕл пулнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов та хутшăннă.
Тĕлпулура Владимир Викторов республикăра 2017 çул "Чăваш Ене кашни çын кирлĕ" девизпа иртнине пĕлтернĕ.
- Юлашки çулсенче çын пурнăçне вăрăмлатассипе нумай çитĕнỹ тунă. Тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕ çĕршывра чи пĕчĕкки. Республикăра пурăнакансем ытларах чĕре чирĕнчен вилеççĕ, унтан - онкологипе аптракансем. Çавна май онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе октябрĕн 27-мĕшĕнче республикăри онкологи диспансерĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе молекулăпа генетика тишкерĕвĕсен уйрăмне хута янă, - пĕлтернĕ Владимир Викторов.
Уйрăмра тĕрлĕ çул-йĕрпе ĕçлеççĕ, пĕрремĕшĕ - еткерлĕх çулĕпе пыракан рак чирне палăртасси. Молекулăпа генетика тĕрĕслевĕ рак чирĕпе кĕрешме май панипе пĕрлех, чирлеме пултаракан çынна та палăртаять. Çавăнпа та кун йышши тĕрĕслевсем çав тери кирлĕ.
Иккĕмĕшĕ - шыçăсен аталанăвне малтанхи тапхăртах маркерсемпе палăртасси. Виççĕмĕшĕ вара - фармакогенетика, вăл кашни çыннăн генетика тытăмне пĕлсе эмелсем палăртма май парать.
Шăпах асăннă тĕлпулура министр район больницин коллективне çĕнĕ ертỹçĕпе - тĕп тухтăрпа Николай Алексеевич Васильевпа паллаштарнă.
РАЙОН САЙТĔНЧЕН.
Источник: "Каçал Ен"