АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 3,2 млрд ытла тенкĕ

31 октября 2017 г.

Чăваш Ен Правительстви социаллă ушкăнри халăха çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе палăртнă ĕçе туллин пурнăçланă. Кăçал тĕрлĕ программăпа мĕнпур бюджетсенчен ĕçе йĕркелеме 3,2 млрд тенкĕ уйăрнă, 5,7 пин çемьене хăтлă хваттерсем пама тĕллев лартнă. Кун пирки октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ планеркăра пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов патшалăх паракан пулăшу пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çăмăллăха тивĕçнĕ граждансене вăхăтра патшалăх пулăшăвне куçарнине асăннă. Ял тăрăхĕсенче ĕçлесе пурăнакан 562 çамрăк çемьене пурĕ 403 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 357 çамрăк мăшăр пурĕ 254 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Федераци хыснинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тăлăха юлнă 86 мăшăрне çурт-йĕрне лайăхлатма пурĕ 99 млн тенкĕ куçарнă. Ветерансем пирки калакан федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн РФ федераци хыснинчен пурĕ 54 млн тенкĕ куçарнă, унпа 79 граждана тивĕçтерме палăртнă. Паянхи кун тĕлне 69 çын пулăшăва илсе çурт-йĕр ыйтăвне татса панă.

РФ Вĕренỹпе наука министерствин килĕшĕвĕпе Чăваш Енри тăлăх ачасене федераци хыснинчен 46,5 млн тенкĕ уйăрса панă, регионти 48 тăлăха республика хыснинчен 3,5 млн тенкĕ хушма укçа куçарнă. 2017 çулта çак тĕллевпе 89 млн тенкĕ уйăрнă. Тăлăх ачасен çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 2017 çулта 135,5 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Нумай ачаллă çемьесем валли пĕтĕмпе 50 млн тенкĕ уйăрнă, вăл укçапа 20 çемьене пулăшма тĕллев лартнă. Объектсем кулленех хута каяççĕ, халăх вĕсемпе кăмăллă.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствине тата муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен ертỹлĕхне бюджет укçипе тĕллевлĕн усă курнине çивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă. Подрядчиксен объектсене вăхăтра хута ямалла, çуртсем пахалăх тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра пулмаллине те асăннă вăл.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика