27 октября 2017 г.
Юлашки çулсенче наркотиксемпе тĕрлĕ психоактивлă япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл статистика кăна, нарколог тухтăрсем патне лекменнисен шучĕ те, паллах, пĕчĕкех мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18-30 çулсенчи çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш Енпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан Республики, Чулхула облаçĕ) ытларах пулнине асăнмалла. Статистика кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта наркотикпе иртĕхекенсен тата наркотикпе чирлисен шучĕ, 2015 çулпа танлаштарсан, 6,9 процент чухлĕ чакнă.
Уйрăмах çул çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташĕн ушкăнĕнчен килет. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çỹренĕ вăхăтранах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентмелле. Шкулта ăна кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.
Ача психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ:
- шкулта япăх вĕренме пуçлать;
- малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухатать;
- кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат питĕ сахал çиет;
- куç шăрçисем пĕчĕккĕ е питĕ сарăлса кайнă;
- çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçать;
- килтен укçа çухалнине сисме пулать;
- япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать.
Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ỹсĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евĕр йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт, хĕрỹленсе калаçать.
Республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕ-сен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче наркотик серепине çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне, ĕç те тупса параççĕ, ниçта пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнчех наркомансен анонимлă ушкăнĕсем ĕçлеççĕ.
Çакăн пек пулăшăва илме наркологи диспансерĕн Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр. 8(8352)23-41-82, 58-03-84 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
А.АНДРЕЕВА,
республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ.
Источник: "Каçал Ен"