АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - спортпа туслашчăр

27 октября 2017 г.

Республикăра "Полици тата ачасем" профилактика акцийĕ пырать. Çавна май районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн специалисчĕсем шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ.

Октябрĕн 21-мĕшĕнче вара "Кĕтне" ФСК-ра "Хаваслă стартсем" иртрĕç. Пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Рева Жукова стартра ăнăçу сунчĕç.

Ачасем командăсем çине пайланса тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç: мечĕкпе чупрĕç, скакалкăпа сикрĕç... Педагогсем те вĕренекенсемпе пĕрле старта тăчĕç. Вăйăсем хаваслă иртрĕç. Ачасем кулчĕç, вылярĕç, сывлăха çирĕплетрĕç. Çул çитменнисен пушă вăхăчĕ яланах усăллă ирттĕр. Вĕсен усал ĕç тума вăхăт та, кăмăл та ан пултăр. Çавăнпа та вĕсене ытларах спортпа явăçтарасчĕ.

Л.ПУШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика