27 октября 2017 г.
Вырăс географи обществи Пĕтĕм Раççейри диктант йĕркелет. Ун пек диктант ирттерме Раççей Президенчĕ Владимир Путин маларах асăннă обществăн XV съездĕнче сĕннĕ.
Диктант чỹкĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпех иртĕ. Вăл пирĕн çĕршывра тата унăн тулашĕнче пурăнакансем географие епле пĕлнине тĕрĕслеме май парĕ. Вăл çынсен географи пĕлес ăсталăхне палăртĕ.
Диктанта çĕршывра пурăнакан кирек кам та хутшăнаять. Унăн çулне те, пĕлĕвне те, епле тĕне ĕненнине те, ăçта ĕçленине те пăхмĕç. Диктант çырас кăмăллисене пурне те пĕр пек ĕç хушĕç.
Чăваш Республикинче диктант çырма 9 площадка çирĕплетнĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Канаш хулинчи педагогика колледжĕ, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ, Улатăрти технологи колледжĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ, Наци библиотеки, Чăваш Республикинчи ача-пăча библиотеки, Чăваш тĕррин музейĕ.
Источник: "Каçал Ен"