АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн çĕр кирлĕ мар пулса тухать?

27 октября 2017 г.

"Хуçасăр çĕр - хăр-тăлăх", - тенĕ несĕлĕмĕрсем. Хуçийĕ пур, анчах çĕрĕпе усă куракан çук чухне мĕнле каларăш вырăнлă-ши?

Ыйту пушă вырăнта çуралманни паллă. Россельхознадзор инспекторĕсем республикăри кашни районта тенĕ пекех чылай çул пушă выртакан çĕрсене тупса палăртаççĕ. Асрах-ха Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕн территорийĕнче тĕрлĕ курăк ешерекен 231,4 гектар çĕр усăсăр выртни. Çĕр улми е тырă туса илмелле-ха ĕнтĕ, унта пур - 5-6 çулти йывăç-тĕм. Кăçал хальлĕхе пусă çаврăнăшне кĕртмесĕр хăварнă кунашкал пысăк лаптăк урăх асăрхаман инспекторсем, анчах тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха.

Унта йывăç-тĕмрен хăтăлма çăмăл мар пуласси куç кĕрет. Тепĕр тесен, çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Тĕлĕнмелле пек, ĕлĕкрех хресчен çĕр ĕçĕнче пулăшакан техника таврашĕ енчен пуянах пулман пулин те кашни лаптăкпа тĕллевлĕ усă курнă. Паян вара, çĕрĕ çителĕклĕ ял çыннин. Анчах сухаланмаççĕ вĕсем. Мĕншĕн-ши?

Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каласа панă тăрăх, кăçалхи 8 уйăхра кăна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче саккуна пăснă 83 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă, кунта 1014,2 гектар пирки сăмах пырать.

Саккун тенĕрен, юлашки çулсенче çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн хывакан штраф палăрмаллах ỹснине нумайăшĕ пĕлет кăна мар, туйса та илчĕ-тĕр. Çакна пула-тăр тĕрĕслевсем вăхăтĕнче е хыççăн хăшĕ-пĕри лаптăкĕсене сутма пикенет е патшалăха тавăрма шут тытнине палăртать. Кунашкал тĕслĕхсем юлашки вăхăтра сахал мар. Раиса Борисовна сăмахĕсем тăрăх, 8 уйăхра 107,26 гектара çакнашкал шăпа пырса тивнĕ. Палăртмалла, хуçалăхсем мар, ял çыннисем нумай чухне çĕре патшалăха тавăрас кăмăллă. Ун пек тĕслĕхсем кăçал Çĕрпỹ, Канаш, Улатăр, Красноармейски, Куславкка, Тăвай районĕсенче ытларах пулнă.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика