27 октября 2017 г.
Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Елена Васильевна Яковлева 90 çулхи юбилей кĕрекине ларать.
Паянхи кун вăл тăххăрмĕш теçеткере пырать пулсан та, пурнăç çулĕпе çирĕп вăй-халпа утать.
Елена Агриппина Кирилловнăпа Василий Миронович Мироновсен çемйинче çуралнă. Туслă çемьере 7 пĕртăван ỹснĕ, тăватă хĕрпе виçĕ ывăл.
1934 çулта Хирти Мăнтăр шкулне пĕрремĕш класа çỹреме тытăннă чухне колхозсем чăмăртанма тытăннă ĕнтĕ. Ялти çичĕ çемье чи малтан колхоза кĕнĕ, вĕсем хушшинче Яковлевсем те.
"Пирĕн лаша та, тăрантас та пурччĕ, колхоза кĕнĕ чух вĕсене те, вăрлăха та пĕтĕмпех илсе тухса кайрĕç. Анне колхоза кĕресшĕн марччĕ, çавăнпа лашана питĕрсе илнĕ вăл. Анчах та тĕрмене хупассипе хăратнă пирки лашана ирĕксĕрех парса янă", - аса илет ветеран. "1937 çулта колхозăн тырă питĕ ăнса пулчĕ, çавăнпа колхоза чылай çемье кĕчĕ. Ĕçлекенсене тырра пăтавккапа валеçетчĕç. Эпир те, пĕчĕк ачасем, аслисемпе пĕрле çум çумлаттăмăр, тырă выраттăмăр, тырă акнă чухне шăйрăк ан юлтăр тесе пире уттарса çỹретчĕç. Питĕ ывăнаттăмăр ун чух", - малалла тăсать сăмахне ватă хĕрарăм.
Вăрçă вăхăтĕнче вара вăл çамрăксемпе пĕрле Канаш хулинчи элеватора вăкăрсемпе тырă леçме çỹренĕ, хĕллехи вăхăтра окопсем чавма кайнă. Пушă вăхăтсенче вара вăрçăри салтаксем валли алса-чăлха çыхнă.
7 класс пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Çав вăхăтра ашшĕ вăрçăра пуçне хурать. Амăшне шеллесе Елена вĕренме пăрахать, яла таврăнать те сурăх ферминче ĕçлеме тытăнать. "Сурăхсен сĕтне сăваттăмăр та Урмаел ялне кĕвентепе леçме çуран çỹреттĕмĕр", - аса-илỹ авăрне путать Елена Васильевна.
Кайран вара, дояркăра ĕçлеме тытăнсан, колхоз ăна Патăрьелне зоотехника вĕренме ярать. Пĕр çулталăк вĕреннĕ хыççăн, вăл ферма ертỹçине кỹлĕнет. Лайăх ĕçленине кура, ăна коммунистсен партийĕн ретне илеççĕ, районăн депутатне суйлаççĕ, унăн сăнỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче чылайччен çакăнса тăнă. Елена Мускаври, Шупашкарти слетсене хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
Хăйĕн телейне вăл çак ял ачипе, Анатолий Федорович Яковлевпа, тупнă. Вĕсем мăшăрĕпе тăватă ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
1960 çулта Елена Васильевна ялти лавккара ĕçлеме пуçланă.
"Ун чухне икĕ яла пĕр лавккаччĕ. Кăмака пулманран, лавккара питĕ сивĕччĕ, пỹрнесем çав тери шăначĕç. Машинăсем пулман пирки, тĕрлĕ тавара кутамккапа йăтаттăмăр, вăкăрпа турттараттăмăр", - малалла калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ.
1966 çулта ялта çĕнĕ лавкка хута янă. Суту- илỹре ĕçленĕ вăхăтра Елена Васильевна вунтăватă çамрăка вĕрентсе ĕçе хăнăхтарнă. Ĕç планне яланах ытлашшипех тултарнă. Ĕçре хастар пулнăшăн Елена Васильевна Чăваш АССРĕн Хисеп грамотине пĕрре кăна мар тивĕçлĕ пулнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та суту-илỹре чылай çул тăрăшнă вăл. Лавккара ĕçлеме пăрахсан та пушă ларман, колхозра 72 çул тултаричченех ĕçленĕ вăл.
Елена Васильевнăн 7 мăнукпа 3 мăн мăнук. Хальхи вăхăтра вăл килте Геннадий ывăлĕпе пурăнать.
"Питĕ лайăх пăхаççĕ мана ачасем, килсех çỹреççĕ, пулăшсах тăраççĕ", - тет амăшĕ ачисем пирки.
Пĕрре те ахаль лармасть ветеран. Хĕлле алă ĕçĕ тăвать, çулла вара пахчаран кĕме те пĕлмест. "Мĕнле вăй-хал тухать-ши çак ватă хĕрарăмăн?" - тĕлĕнет унран ял-йыш.
Район хаçатне вулама кăмăллать ватă. Ăна нихăçан та çырăнмасăр юлмасть.
Елена Васильевна 90 çулта пулсан та вăшăл-вашăл çỹрет, çак çула çитнишĕн Турра тав тăвать. Иртнĕ çулсем çинчен пĕрре те ỹпкелешсе калаçмасть, малалли ĕмĕтсемпе пурăнать.
Р. СМИРНОВА,
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"